News by tag - литература
-
АНДРЕЕВПА СОРОКИН ÇӖНТЕРӲÇӖСЕН ЙЫШӖНЧЕ
Апрелӗн 24-мӗшӗнче ЧР Наци библиотекинче «Чăваш Ен литератури: 2017 çулхи чи вуланакан кӗнеке» республика шайӗнчи фестиваль-конкурс çӗнтерӳçисене наградăларӗç. Ăна «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программин «Чăваш Республикинче вулава тӗрев парасси тата аталантарасси» подпрограммипе ирттереççӗ.
-
Викторинăна хутшăнар-и?
Чăваш наци конгресӗн Вӗрентӳ комитечӗ, Йӗпреç районӗнчи уйрăмӗ тата «Тантăш» хаçат чăваш халăх поэчӗ Çемен Элкер çуралнăранпа çу уйăхӗн 1-мӗшӗнче 125 çул çитнӗ май «Ушкăн çăлтăрăн асли» викторина пуçараççӗ
-
«САЛАМПИ» романа халӗ турккăсем те вулаççӗ
А. Артемьевăн «Салампи» романне турккăлла куçарса кӗнекен пичетленӗ.
-
Мӗнле вăл, ача çуртӗнче иртнӗ ачалăх?
Пӗчӗклех хăр тăлăха тăрса юлнăскерӗн хăйпе пӗртăванӗсемпе пӗрле ача çуртӗнче ӳсме тивнӗ. Ача çуртӗнчи пурнăçа мӗнле пур, çапла çутатнă повеçре. Кашни вулаканăн чунне пырса тивнӗ хайлав кӗнекен тухсан повеçри ачасем ӳснӗ ача çуртӗнче пысăк улшăнусем пулса иртнӗ, пуçлăхсене ӗçрен хăтарнă...