Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чӗмпӗр чăвашӗсен онлайн-уявӗнче пултăмăр

Вӗренмелли нумай Чӗмпӗр чăвашӗсенчен. Вӗсен кашни структурăра тенӗ пекех хăйсен яваплă çыннисем пур: закон кăларакан органсенче, ӗç тăвакан влаç органӗсенче, полицире, культурăра, вӗрентӳре, медицинăра тата ытти çӗрте. Вӗсем пурте пӗр шухăшлă пулса халăхшăн тăрăшни пӗрлӗхе упрама, ăна вăйлă тума пулăшать те

 Августӑн 22-мӗшӗнче Ульяновск облаҫӗнче "Акатуйран Чӳклемене ҫити" ятлӑ уяв иртрӗ. Ӑна облаҫри Чӑваш наципе культура автономийӗ йӗркелерӗ.
Коронавирус инфекцийӗ сарӑласран кӑҫал чылай ҫуллахи уяв онлайн форматпа иртрӗ. Интернет-трансляци чӗмпӗрсен уявӗнче те пурччӗ.
Йӑласене туса ирттермесӗр, тен, урӑх халӑх пурӑнаять-тӗр, чӑвашсене вара питӗ хӗн. Ҫитменнине, пӗр хӑнӑхсан. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнченпе ирттереҫҫӗ вӗт Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче Акатуйсене.
Юлашки ҫулсенче чаплӑ уяв лайӑх вырӑнта, кӗпӗрнаттӑр тата ытти пуҫлӑхсем хутшӑннипе иртекен пулчӗ. Кӑҫал вара ҫӗр ӗҫченӗсен уявне интернета куҫарма тивнӗ.
Веҫех мар. Тырӑ акнӑ тата пуҫтарса илнӗ хыҫҫӑнхи йӑласене чӗмпӗрсем ҫав-ҫавах туса ирттерчӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн Президентне Николай Угаслова, Ульяновск облаҫӗн культура министрне Евгения Сидоровӑна тата ытти пуҫлӑхсене чӑваш хапхи умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ вӗсем. Чӗмпӗрсене сума-суса уява курма Ҫӗпрел районӗнчи Анат Чакӑри чиркӗвӗн пачӑшки Олег Атте те килнӗ. Ульяновск облаҫӗнчисемсӗр пуҫне уява Чӑваш Республикин, Тутарстанӑн, Самар облаҫӗн делегачӗсем хутшӑнчӗҫ.
Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев ҫӑкӑр хуҫса уява пуҫличчен хисеплесе килнишӗн пурне те тав турӗ. Чӑвашсен культурипе чӗлхине упрассинче пӗрле тумалли ӗҫсем нумай.

Коронавирус пандемии общество ӗçӗнче нумай чăрмав кӳрет пулсан та, чӗмпӗрсем хастарлăха чакармаççӗ. Августăн 18-мӗшӗнче Крымри чăвашсен наципе культра автономийӗпе УО ЧНКА Севастопль хулинче культура тата экономика тӗлӗшӗпе пӗрле ӗçлесси пирки килӗшӳ туса таврăннă.

Хулари Чӑваш кил-ҫурчӗн картишӗнче йӗркеленӗ мешехене вырӑнти тата Чӑваш Енрен килнӗ фольклор ансамблӗсем хутшӑнчӗҫ. Питӗ интереслӗччӗ "авӑн ҫапакансен" тата "пир тӗртекенсен" ташшисене курма. Хӗрарӑмсен хусканӑвӗсенче тарӑн пӗлтерӗш – тӑван ҫӗре юратни, ӗҫе хисеплени, кил-ҫурт вучахне пахалани палӑрать вӗсенче. Пирӗн халӑхӑн йӑли-йӗркисенче тарăн пӗлтерӗш пытаннине ăнланатпăр эпир вӗсене тума тытăнсан. Халăх чăмăртанăвӗ, ăруран ăрăва куçса пыракан йӗрке малашне те пирӗнте пурăнтăр.   

Мешехере Чăваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗсене Хисеп хучӗсем парса хавхалантарчӗ.

Уявăн онлайн пайне хутшăнакансем чăваш халăх апат-çимӗçне хатӗрлессипе, наци капăрлăхӗсене хатӗрлессипе мастер-классем кăтартрӗç. Çавăн пекех сыхă амулечӗсене тăвассипе «Ылтăн алă» ятлă мастер-класа та хутшăнма май пулчӗ интеренетри куракансен.

Литература тӗпелӗнче Константин Ивановăн произведенийӗсене вуларӗç. Аслă поэтăмăр «Нарспи» поэмăна шăпах Чӗмпӗрте вӗреннӗ чухне çырнипе кунти çынсем мăнаçланаççӗ.

Кăнтăрла хыççăн Çӗнӗ хулара урамра иртнӗ «Пӗрлӗхре вăй!» концерт программине Чăваш Республикинчи паллă эстрада юрăçӗсемпе пӗрле Ульяновск облаçӗнчи пултарулăх ушкăнӗсем, уйрăм юрлакансем хутшăнчӗç.  
Вӗренмелли нумай Чӗмпӗр чăвашӗсенчен. Вӗсен кашни структурăра тенӗ пекех хăйсен яваплă çыннисем пур: закон кăларакан органсенче, ӗç тăвакан влаç органӗсенче, полицире, культурăра, вӗрентӳре, медицинăра тата ытти çӗрте. Вӗсем пурте пӗр шухăшлă пулса халăхшăн тăрăшни пӗрлӗхе упрама, ăна вăйлă тума пулăшать те. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев