Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпа

Пăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!

Питӗ нумай ăшă сăмах калас килет сана. Çирӗп сывлăх нихçан улшăнми юлташ пултăр, хӗвел хăйӗн пайăркисемпе ăшăттăр, телей пурнăç çулӗнчен нихăçан та ан кайтăр. Саншăн хӗвел çутаттăр, кайăксем янăравлăн юрлаччăр, хастарлăху нихăçан та ан сӳнтӗр, вăрăм ӗмӗр, канлӗ ватлăх, пархатарлă кун-çул сунатпăр. Шухăшлани яланах пурнăçлантăр, пурнăç хӗвеллӗ кунсемпе тулăх пултăр. Яланах хаваслă, çамрăк пул, пур ырлăх санпа пултăр. Савăнăçлă самантсем пурнăçра ытларах пулччăр. Ачусемпе, мăнукусемпе, кӗçӗн мăнукусемпе пӗрле савăнса, ырă курса тата нумай çул пурăнмалла пултăр. 

Юрататпăр сана,  хисеплетпӗр,

Юбилей ячӗпе саламлатпăр!

Кил-йышра юрату хуçалантăр,

Ăнăçу, килӗшӳ савăнтартăр.

Çулсем иртни ан кӳтӗр тунсăх,

Вăй-халу пултăр иксӗлми.

Сана сунатпăр ырлăх-сывлăх 

Тата телей ытам тулли!

Мăшăрӗ, хӗрӗсем, ывăлӗсем,  кинӗсем, кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем,  кӗçӗн мăнукӗсем, тăванӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев