Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Асăрханăр – сăвăссем!

Тутарстанра сăвăс ларнă 5881 çын больницăна пулăшу ыйтса килнӗ, вӗсенчен 1253-шӗ – ача. Кун çинчен Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Сăвăс ларнисенчен ытларахăшӗ Хусан, Çырчалли хулисемпе Элмет район çыннисем. Шел те, паянхи кун тӗлне республикăра сăвăс борреллиозӗн – 10 тата энцефаличӗн виçӗ тӗслӗхӗ палăрнă. Иккӗмӗшӗсем Тутарстан территорийӗнче мар, Челябинск, Кемерово облаçӗсенче тата Новосибирскра каннă чухне чирленӗ.

Хисеплӗ туссем, вăрмана, парксене, çутçанталăкăн ытти кӗтесне кайнă чухне ӳте хуплакан тум тăхăнма тата хăвăрпа репеллентсем илме ан манăр. Таврăнсан тума улăштарса тăхăнăр, хăвăр çине сăвăс ларнипе-ларманнине тӗрӗслӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: роспотребнадзор клещи