ТР вӗрентӳ тата наука министрӗпе Ильсур Гараевич Хадиуллинпа Анат Кама мэрӗ Радмир Ильдарович Беляев хулари шкулсем çӗнӗ вӗренӳ çулне хатӗрленсе çитнине тӗрӗсленӗ

Çак тӗллевпе 1№ гимназире, 12№ шкулта тата 35№ лицейре пулнă. Çак пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учежденисенче кăçал çуллахи каникулсен вăхăтӗнче юсав ӗçӗсем пынă. Шкулсен çивиттийӗсене улăштарнă, картишсене хăтлăх кӳнӗ, хӳтӗлев вырăнӗсене çирӗплетнӗ, спорт инфраструктурипе административлă корпуса та çӗнетнӗ.
СИБУР компани пулăшнипе 35№ лицее хальхи вăхăтри оборудованипе тата техникăпа тивӗçтерни çинчен каласа парать хăйӗн MAX мессенджерти каналӗнче Р.И.Беляев.
«Юсаса çӗнетнӗ хыççăн лицее Тутарстан Республикинче чи лайăххисенчен пӗри тесе шуталама пулать», – тесе çырать Анат Кама мэрӗ.
Радмир Ильдарович 1№ гимназие уйрăммăн палăртатаь: унта çӗнӗ пуçлăх, çамрăк специалистсем темиçен те. Паха юсав ӗçӗсем, хăтлăх паянхи кун ыйтнă пек пӗлӳ илме май парӗç тесе шанать мэр. Сăнӳкерчӗксем max.ru/channel_Radmir_Belyaev
Нет комментариев