Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Миннихановапа пӗрле ӗнер Хусан Кремлӗнче республикăри чи тӗслӗхлӗ çемьесемпе тӗл пулнă. Мероприятие 48 çемье хутшăннă

«Республика кунӗ умӗн кунта Тутарстан мăнаçланакан çемьесем пуçтарăнчӗç. Эсир хăвăрăн тӗслӗхӗрпе чăн-чăн вăй çемьере пулнине çирӗплететӗр. Паян çак залра пӗр-пӗринпе хурлăхра та, савăнăçра та нумай-нумай çул пӗрле пурăнакан мăшăрсем. Çакăн пек союзсем чăн-чăн юратупа шанчăклăхăн тӗслӗхӗсем пулса тăраççӗ те», – тенӗ Рустам Минниханов хăйӗн салам сăмахӗсенче.
Уйрăммăн республика ертӳçи çар тивӗçӗсене пурнăçлакансен ашшӗ-амăшӗсене, арăмӗсемпе ачисене тав тунă. Çавăн пекех ачасем усрава илекен мăшăрсене те ăшă сăмахсемпе тав тунă. Рустам Минниханов каланă тăрăх, кăçал Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанра Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗсене палăртнă май çак икӗ тема та пӗр-пӗрне тылпа фронтра та, предприятисемпе ял хуçалăхӗнче те, хуласемпе ялсенче те тӗрев пама тăрăшакан çынсене пӗрлештерет.
Аслисене хисеплеме, аслă ăрăвăн паттăрлăхне асра тытса хисеплеме вӗренесси, йывăрлăхсене çӗнтерме хăнăхасси шăпах çемьерен пуçланать. Çемьесене пулăшасси Тутарстанăн приоритетлă задачисенчен пӗри пулнине палăртнă республика ертӳçи. Кăçал, тӗслӗхрен, çӗнӗ йышши социаллă пулăшу вăя кӗнӗ. Ялсенче пурăнакан хӗрарăмсене ача çуралсан пӗр хутчен парăнакан тӳлеве икӗ хут ӳстернӗ. Рустам Нургалиевич тӗлпулăва килнӗ çемьесене нумай-нумай çул пӗр-пӗрне юратса сывлăхпа пурăнма суннă.

Унтан ТР Раисӗ пухăннисене наградăсемпе чысланă. «Татарстан Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне гварди подполковникне Максим Кияева тата гварди ефрейторне Юлия Кияевана панă. «Ашшӗ-амăшӗн мухтавĕ» орден медалӗпе Анат Кама районĕнче пурăнакан пилĕк ачаллă Маратпа Альбина Гатинсене, Арск районĕнчи тăватă ачаллă Радиспа Наиля Самиевсене, çавăн пекех Хусанта пурăнакан ултă ачаллă Виктор Федоровпа Марина Варламована чысланă.
«Амăшӗн мухтавĕ – Материнская слава» медале Элкел районĕнчи 11 ачаллă Гульфира Асадуллина, Атня районĕнчи ултă ачаллă Гелюса Баязитова, Элмет районĕнчи ултă ачаллă Эльмира Бигильдина, Азнакай районĕнчи пилĕк ачаллă Регина Сафина тата Аксу районĕнчи пилĕк ачаллă Марина Цветкова тивӗçнӗ. Сцена çине çавăн пекех нумаях пулмасть иккĕмĕш ача çуратнă Рустемпа Алсу Касимовсене те (Арскра пурăнаççӗ) чӗнсе кăларнă. Вӗсене Рустам Минниханов пепке çуралнă ятпа саламласа ачин çуралнăлăх свидетельствине панă.
Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин.
Нет комментариев