Теччӗ районӗнчи Шанчă чăваш ялӗ районти Культура çурчӗсен хушшинче иртекен «2026 çулăн чи лайăх культурăпа кану учрежденийӗ» район смотр-конкурсне хутшăнса августăн 23-мӗшӗнче «Тăван тăрăх чуна çывăх» уяв ирттернӗ. Тӗрӗссипе, ял кунех пулнă вăл.
Теччӗ район хаçачӗ пӗлтернӗ тăрăх, уяв Шанчăра Культура çурчӗ умӗнче ял историне халалланă прологран пуçланнă. Унтан мероприяти малалла клуба куçнă. Хаваслă концертпа кăна çырлахман йӗркелӳçӗсем, Ефим Никитинăн «Пӗрисем уя, теприсем туя» пьеси тăрăх кулăшла спектакль те лартнă. Пурте ăнланмалла ял пурнăçӗпе çыхăннă камитре çамрăк хӗрпе учителӗн калаçăвне вăрттăн итлесе тӗрӗс мар ăнланнă ялти карма çăвара Вальăна пула мӗнле камитле лару-тăру сиксе тухнинчен ăша тытсах кулнă. Шанчăсене конкурсра çӗнтерме эпир те ăнăçу сунатпăр! (Сăнӳкерчӗк tetyushy.ru сайтран).
Нет комментариев