«Новая волна» чăннипех те çӗнӗ хум пултăр
Çӗнӗ хыпарсем

«Новая волна» чăннипех те çӗнӗ хум пултăр

Иртнӗ эрне вӗçӗнченпе Хусанта çамрăк юрăçсен «Новая волна» Халăхсен хушшинчи конкурсӗ пырать

Открытие конкурса «Новая волна»

Вăл августăн 20-мӗшӗнче Нью Вейв Холл (New Wave Hall) концерт залӗнче чаплă концертпа уçăлчӗ. Кăçал çанталăк çумăрлă тăнине кура йӗркелӳçӗсем хӗрлӗ кавир площадкине (вăл тӗп сцена хыçӗнче вырнаçнă, çакăнтах çăлтăрсен шатерӗсене лартса тухнă) те тăрăпа витнӗ. Ку журналистсен ӗçлемелли тӗп площадки ӗнтӗ. Çакăнта Раççей эстрада çăлтăрӗсемпе, музыкантсемпе, композиторсемпе, фестиваль йӗркелӳçисемпе тата, паллах, конкурсантсемпе тӗл пулма, комментарисем илме пулчӗ. Çакăнтах МУЗ-ТВ телеканал ӗçлерӗ. Вӗсем «Новая волна» конкурспа çыхăннă кăларăмсем хатӗрлесе пычӗç кунта.

Калининградран пуçласа Владивосток таран

Хăнасем вара ăçтан кăна килмен – Калининградран пуçласа Владивосток таран. Хусан августăн 20 – 26-мӗшӗсенче туристсен хулине çаврăнчӗ.

Выступление Димы Билана

 Конкурса уçнă кун Тутарстан тӗп хулине жюри пайташӗсем – Раççейӗн паллă юрăçисем Филипп Киркоров, Игорь Матвиенко, Игорь Николаев, Лолита Милявская, Олег Газманов, Алсу, Ани Лорак, Алексей Чумаков, Aнна Aсти, Дмитрий Лорен, Люся Чеботина килсе çитрӗç. Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче вӗсем пурте сцена çине тухрӗç. Жюри председателӗ «Новая волна» йӗркелӳçи, Раççей халăх артисчӗ Игорь Крутой хăй. Вӗсемсӗр пуçне залра ларакансене Полина Гагарина, Сергей Лазарев, Анна Асти тата ытти çăлтăрсем савăнтарчӗç. Хусана Мускав куçса килнӗ пекех туйăнчӗ. Залра та, сцена çинче те ытларах Мускав хăнисем. Кăшт урăхларах вӗсем, ку сисӗнет. Мажортарах темелле-ши?

Çак кунах çамрăк юрăç-конкурсантсем те хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарчӗç. Кăçал вӗсем 12-ӗн пулчӗç: Бичахчян Флора (Армени), София Рустамова (Беларусь), ӘMRE (Казахстан), Аркадий Евтушенко (Раççей), Анастасия Иванова (Раççей), Игнат Изотов (Раççей), Лист (Раççей), Артем Миньков (Раççей), Милана Пономаренко (Раççей), Ника Терентьева (Раççей), ISTOKIYA (Раççей), TROFIM GRANN (Раççей).

Конкурсантсен юрлас пултарулăхӗ питӗ çӳллӗ. Сăмах май, Хусана вӗсем конкурс пуçланиччен самай маларах килчӗç, репетицисем, тӗрлӗ занятисем нумаййипе. Явап пысăк вӗт вӗсен. Тӗрӗссипе, вӗсене итлеме интереслӗрех те. Сцена пултарулăхӗ аслăрах ӗçтешӗсеннинчен улшăнарах парать. Çӗнӗ сывлăш сисӗнет. Шел те, сахалрах вӗсем. Акă мӗншӗн иртнӗ çулсенчи конкурс çӗнтерӳçисене кӗртмелле мар концерт программине? 2002 çултанпа (шăп çавăнтан  пуçланать «Новая волна» конкурс историйӗ) мӗн чухлӗ çамрăк юрăç тухнă ун витӗр. Ăçта халӗ çав çӗнтерӳçӗсем? Мӗншӗн ниçта та палăрмаççӗ? Çул памаççӗ-ши? Çуллен фестиваль-конкурсăн концерчӗсене пенси çулне çитнӗ, çав шутра иртсе те кайнă, артистсем тухаççӗ. Паллах, артист пурнăçӗ вăл пенсие тухнипе вӗçленмест, тата хамăр та халăх артисчӗ ята тивӗçнӗ эстрада çăлтăрӗсене хапăлласах итлетпӗр. Юратнă юрăçсем кашнин пайтах. Ак хальхинче те хăшӗсем ятарласах Юрий Антонова, Игорь Саруханова, Михаил Шафутинские, Олег Газманова (вăл Хусантан кайман та пек, юлашки вăхăтра час-час пулать кунта, лайăх тӳлеççӗ пулмалла), Игорь Николаева (хамăр чăваша) тата ыттисене курма килнӗ. Хам та гала-концертра, вăл августăн 25-мӗшӗнче пулчӗ, сцена çине «Парк Горького» рок-ушкăн тухсан савăнсах кайрăм. Килӗшет вӗсен пултарулăхӗ. Александр Маршал сцена çине хăйӗн ывăлӗпе тухни кăмăллă пулчӗ.

Анчах маларах каланă шухăш патне таврăнас пулсан, çапах «Новая волна» çамрăксемшӗн пулмалла пек. Раççейӗн тава тивӗçлӗ эстрада юрăçӗсем концерта уçнă-хупнă чух та çителӗклӗ пек.

Юрий Антонов концерчӗ

Конкурс кунӗсем пирки калас пулсан, августăн 21-мӗшӗ (иккӗмӗш кун) музыка тӗнчишӗн паллă пулăм пек юлӗ ун историйӗнче. Çамрăк юрăçсен пултарулăхӗпе паллашнисӗр пуçне ку кун Юрий Антоновăн концерт-трибьючӗ пулчӗ. Артист хăйӗн пурте юратакан хичӗсене юрларӗ.

Концерт композитора и певца Юрия Антонова

Конкурсантсем вара конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн хăйсем çырнă е паллă хита çӗнетнӗ юрăсемпе паллаштарчӗç. Хитре вокалсăр пуçне куракансен кăмăлӗсене интереслӗ аранжировкăпа, хореографипе кайма тăрăшрӗç. Çак кун фаворитсем камсем пулни палăрчӗ. 

Августăн 22-мӗшӗнче творчествăлла ăмăрту малалла тăсăлчӗ. Хальхинче конкурсантсем тӗрлӗ стильпе – поп-балладăран пуçласа этника кӗввисем таран шăрантарчӗç.

Ку кун паллă Раççей музыканчӗн Игорь Сарухановăн 70 çуллăхне халалланă концерт-трибьютпа палăрчӗ. Вăл та хăйӗн чи паллă, çынсем юратакан юррисене юрларӗ. Юбиляра саламлама сцена çине Филипп Киркоров (вăл пӗр кун та сцена çине тухмасăр юлмарӗ), Николай Расторгуев, Лариса Долина, Дима Билан, Алексей Чумаков, Ева Власова, Артур Пирожков тата Татьяна Куртукова тухрӗç.

Августăн 23-мӗшӗнче New Wave Hall хӑнисем хӑйне евӗрлӗ атмосферӑна путрӗç. «Новая волна» сцени çине жюри пайташӗсем тухрӗç. Çӳлерех вӗсем камсем пулнине çырнă, тепӗр хут аса илмӗпӗр. Вӗсемсӗр пуçне тата ятарлă хăна Николай Расторгуев, Ева Власова, Мари Краймбрери тухрӗç. Куракансем вӗсене питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç. Конкурс каçне Раççейӗн паллă кино артисчӗсем Дарья Морозпа Станислав Бондаренко ертсе пычӗç. Ертӳçӗсен диалогне итлеме кăсăк пулчӗ.

Флора Бичахчян – çӗнтерӳçӗ

Çак кун конкурсантсем жюри умне хăйсен вӗр-çӗнӗ автор юррисемпе тухрӗç. Юрăсем фестиваль валли ятарласа çырнисем. Калас пулать, жюри пайташӗсем наставник пек те ӗçлеççӗ конкурсантсемпе, вокал пултарулăхӗпе хаклă канашсем, консультацисем параççӗ, номере интереслӗрех тума пулăшаççӗ.

Победительница конкурса Флора Бачахчян

Шăп çак кун çӗнтерӳçӗсен ячӗсем паллă пулчӗç. Çапла 1-мӗш вырăна Флора Бичахчян (FLORA, Армени), 2-мӗшне – Анастасия Иванова, 3-мӗшне Трофим Ветошкин тивӗçрӗç.

Флора Бичахчян хăй çӗнтернине ниепле те ăнланса илейменни пирки каларӗ журналистсене. «Ку маншăн 40 температурăпа аташса выртнă тӗлӗк пек. Эпӗ нихăçан та пӗр конкурсра та çӗнтермен, виççӗмӗш вырăн е куракансем кăмăлланă приз та пулин. Çавăнпа кунта та темех шанмасăр килтӗм. Юрăсем те юлташсемпе шӳтлесе çырнисемччӗ», – терӗ вăл савăнăçне пытараймасăр.

Филипп Киркоров каярах чи çӳллӗ балсем Настя Ивановăна лартнине пӗлтерчӗ. Çав шутра Флорăна та мухтарӗ. Маларах поп-король «Ну-ка, все вместе!» конкурсра юрăçăна асăрханине пытармарӗ.  Августӑн 24-мӗшӗнче New Wave Hall кураканӗсем легендарлӑ хитсен хумне чăмрӗç – СССР халӑх артисчӗн Раймонд Паулсӑн вилӗмсӗр юррисене итлерӗç. Кăçалхи çул маэстрăшăн юбилейлă иккен. Çавăнпа конкурсăн 5-мӗш кунне «Новая волнан» йӗркелӳçисенчен пӗрне халалларӗç. Творчество каçӗ концерт кăна пулмарӗ, творчествăлла биографин хăйне евӗр çулçӳревӗ пулчӗ вăл.

Киркоров кӗтме пӗлет

 Сăмах май, нумай артист хăйӗн çитес юбилей пулассине пӗлтерчӗ. Николай Басков кӗçех 50 çул тултарассине каласа хусансене октябрьте иртекен юбилейлă концертне Мускава чӗнчӗ. Филипп Киркоров хăйӗн 60 çуллăхне çитес çулхи «Новая волнара» ирттерессине тата «Мисс БРИКС» титула тивӗçнӗ Валентина Алексееван чӗри пушă маррине хурланса пӗлтерчӗ. Ку ӗнтӗ гала-концерт ертӳçин Андрей Малаховăн провокациллӗ ыйтăвне хуравлани пулчӗ. «Шел те, Валентинăн чӗри пушă мар. Анчах эпӗ кӗтме пӗлетӗп, тата яланах кӗтсе илетӗп те», – те шӳтлесе, те чăнласа каларӗ поп-король.

Филипп Киркоров на сцене «Новой волны»

Сăмах май, Валентина Алексеева хăй те килнӗччӗ конкурса уçнă çӗре. Филипп Киркоровпа вӗсем «Мисс Брикс» конкурс хыççăн паллашнă, пӗрле клип ӳкерме те ӗлкӗрнӗ çак хушăра.

«Новая волна» конкурсăн юлашки икӗ кунӗ чаплă концертсемпе асра юлӗ. Августăн 25-мӗшӗнче Раççей çăлтăрӗсен гала-концерчӗ пулчӗ. Паян вара, августăн 26-мӗшӗнче, вăл чаплă церемонипе вӗçленет. Унта паллă артистсемсӗр пуçне конкурсантсем те хутшăнса ăна илем кӳрӗç. Хупнă çӗре SHAMAN, Ирина Аллегрова, Стас Михайлов тата ыттисем килнӗ.

Конкурсантсен шайӗ пысăк

Тата çакна та палăртса хăварас пулать. Конкурс хупăниччен августăн 25-мӗшӗнче «Елмай» паркра жюри председателӗпе Игорь  Крутойпа пресс-конференци иртрӗ. Вăл «Новая волна» халăхсен хушшинчи музыка фестивалӗн малтанхи пилӗк кунӗ ӑнӑçлӑ иртнине палăртрӗ.

Пресс-конференция с Игорем Крутым

«Ӑнӑçлӑ иртрӗç малтанхи кунсем. Конкурса хутшӑнакансен шайӗ питӗ пысӑк», – терӗ Игорь Крутой. Йышӑннӑ вырӑн артистӑн малашнехи кун-çулне палӑртманнине те асăрхарӗ  вӑл. «Конкурс артистсене лайӑх старт парать, çапах та малашнехи карьера хӑйсенчен, авторсемпе, режиссерсемпе, продюсерсемпе тата телеканалсемпе килӗштерсе ӗçлессинчен те килет», – терӗ вăл.

Уйрӑммӑн маэстро Тутарстанпа нумай çул пӗрле ӗçлени çинчен каларӗ. «Универсиадӑранпа Хусанпа, Тутарстанпа хутшӑнса ӗçлетпӗр. Кашни çӗнӗ проект пирӗн туслӑхӑн çӗнӗ енӗсене аталантарать. Эпир пӗр-пӗрин тӗревне туятпӑр», – терӗ Игорь Крутой.

 

Сăнӳкерчӗксем «Новая волна» конкурсăн «ВКонтактери» ушкăнӗнчен тата «Татар-информ» ИА.


#Новая волна 2026

Нет комментариев