Ятарлă çар операцине хутшăннисем сипленекен Хусанти çар госпиталӗнче Сосо Павлиашвили ыркăмăллăх концертне хутшăннă. Артистпа пӗрле çар çыннисем патне Хусан мэрӗ Ильсур Метшин хăнана пынă.

Хусанти Рауис Гареев урамӗнчи РФ Оборона министерствин çар госпиталӗнче Сосо Павлиашвили юрăç тата композиторăн ыркăмăллăх концерчӗ иртнӗ, куракансем СВОра аманнă хыççăн сипленекенсем тата медперсонал. Артист госпитальте виççӗмӗш хут концертпа, аманнисене юрă-кӗвӗпе хăвăрттарах сывалма пулăшать çапла.
Хула мерӗ залра ларакансене саламалса: «Хусансен ятӗнчен сирӗн патра хăнара пуласси маншăн пысăк чыс. Эсир чăн-чăн çынсем. Эпир сирӗнпе мухтанатпăр, сире чӗререн тав тăватпăр», – тенӗ хӗрӳллӗн. Хусан СВО пуçлансанах хӳтӗлевçӗсене, вӗсен çемйисене пулăшма кар тăнă. Госпитальте юрăçсен концертне йӗркелесси çав пулăшусненчен пӗри пулса тăнине пӗлтернӗ мэр.
Концерт тăршшӗпех Сосо Павлиашвили залпа калаçнă. Паянхи юрăсене передовойӗнчи хӳтӗлевçӗсене халалланă: «Пирӗн чӗресем пӗрпек тапаççӗ. Халь эпир передовойӗнче тăракансемшӗн кӗлӗ вулатпăр. Вӗсем сывă, чӗрӗ таврăнччӗр».
Куракансем концерта питӗ ăшшăн йышăннă. Артистсем çапла тӗрев пани, çемйисем, çарта пӗрле тăракансем пулăшнипе сывалма улăшни çинчен пӗлтерчӗç вӗсем.
Сăнӳкерчӗк kzn.ru сайтран.
Нет комментариев