Çӗнӗ хыпарсем

Спиридон Тримифунтский хăвачӗсем – Раççейре

Пӗтӗм Руçăн тата Мускавăн Святейший Патриархӗ Кирилл пилленипе Спиридон Тримифунтский десницине (сылтăм алли) Грецири Корфу утравӗнчи Керкира хулинчен 2026 çулхи августăн 17-мӗшӗнчен сентябрӗн 20-мӗшӗччен илсе килнӗ

Автобуссемпе килекенсем йышлă пулчӗç

Иртнӗ эрнекун, августăн 21-мӗшӗнче, ăна каç енне Шупашкартан Хусана шывпа кӳрсе килчӗç. Юханшыв портӗнче ăна Корфу утравӗ çинчен илсе килекен делегацие  кӗтсе илме Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Кирилл, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов, Хусан муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн Пуçлӑхӗн çумӗ Денис Калинкин, Хусан епархийӗн духовенстви пынă. Унтан çветтуй хăватсене Хусанăн кафедраллă соборне, Турă Амăшӗн соборне, илсе пынă. Кунта çветтуй хăватсене Элмет тата Пӗкӗлме епископӗ Мефодий, Чистай тата Анат Кама епископӗ Филарет, Хусанти храмсемпе мăнастирсен  настоятелӗсем кӗтсе илнӗ.

Ку вăхăта, каçхине 7-мӗш сехет, Спиридон Тримифунтскин çӗрмен ӳтне кӗтсе илме пуçтарăннă та православи христианӗсем храма – «панулми ӳкме вырăн çук» теççӗ кун пек чухне. ‎Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Кирилл, Керкира, Пакси тата Диапонт утравӗсен митрополичӗ Нектарий христиансене саламласа сăмах каларӗç, ырă сунчӗç. Çакăн хыççăн литурги пуçланчӗ, Спиридон патне килнисем черетпе çветтуй хăватсен умне тăрса пуç тайрӗç.

Собор çак кунсенче талăкӗ-талăкӗпе ӗçлерӗ, Спиридона халалласа кунне ултшар хут литурги вуларӗç. Хусанта, Тутарстанта пурăнакансем, республика тулашӗнчен те ятарласа автобуссемпе килсе Спиридона  пуç тайрӗç. Черет тапхăр-тапхăр соборпа юнашар тăракан Никола Тульский храмӗнчен пуçланчӗ. Ваттисем, çамрăккисем, ачасем, йывăр çынсем, инвалид коляски çинче ларакансем –пурте çветтуй Спиридон патне ăнтăлчӗç. Черет малалла шунă май акафист вуларӗç, пӗр-пӗринпе шăкăлтатса калаçрӗç. Ашшӗ-амăшӗ ачисене çветтуй çинчен каласа пачӗ, унăн ӳчӗ умӗнче пуç тайнă чух хăйсене тӗрӗс тытма вӗрентрӗ. Черетре никам та сӗмсӗррӗн маларах иртесшӗн тӗккелешмерӗ, хыттăн калаçакансем пулмарӗç.

Хусан епархийӗ çак кунсенче Турă умӗнче чăн-чăн паттăрлăх кăтартрӗ. Питӗ тӗрӗс, аван йӗркеленӗ вӗсем хăйсен ӗçне. Картишӗнче, храмра волонтерсем, çав шутра çамрăксем те пулăшрӗç. Черетре тăракансене бутылкăпа шыв салатрӗç, ачаллисем патне, йывăр çынсем патне пырса храма черетсӗр чӗнсе  кайрӗç. Храмра та черет йӗркине тытса пыма пулăшрӗç. Çапла августăн 21 – 25-мӗшӗсенче 110 378 çын çветтуй Спиридон Тримифунтски десницине пуç тайнă. Августăн 25-мӗшӗнче ирхине 10.30 сехетре пуçланнă литурги хыççăн çветтуйăн хăвачӗсене хунă пӗчӗк арчана Чулхула облаçӗнчи Дивеевăри Свято-Троицки мăнастире вертолетпа ăсатнă.

Спиридон Тримифунтскин çветтуй хăвачӗсене пуççапма 110 378 Турă Амăшӗн соборне пынă терӗмӗр. Çакă çынсем çветтуя пӗлеççӗ, унран пулăшу ыйтса кӗлӗ вулаççӗ тенине пӗлтерет. Çав вăхăтрах Тутарстанра паянхи куна, интернет пӗлтернӗ тăрăх, çак çветтуй ячӗпе çветить тунă храм пӗртен-пӗрре – Тукай районӗнчи Кӗçӗн Шильна ялӗнче. Хусантан инçех мар вырнаçнă Ключищи ялӗнчи Иоанн Предтеча храмӗнчи придела Спиридон Тримифунтский ячӗпе çветить тунă.

Турă умӗнче мӗн çинчен кӗлтума ыйтса пуççапаççӗ çветтуя?

Спиридон Тримифунтский пулăшу ыйтма килнӗ çын ыйтнине çийӗнчех пурнăçлама васкать теççӗ (ыйтни Турă шучӗпе килӗшсе тăрать пулсан). Пурăнмалли çуртпа, хваттерпе çыхăннă йывăрлăхсенче пулăшать. Сывлăх, ӗç, укçа-тенкӗ ыйтăвне татса пама май парать. Çавăн пекех çемьене çирӗплетессипе, тӗрӗсмалăхран хӳтӗлеме ыйтса Спиридона кӗлӗ вулаççӗ. Ӗненӳ вăйсăрланса пынине туйсан та Спиридон Тримифунтский пулăшать.

Сăнӳкерчӗксем Хусан епархийӗн пресс-службин.


#Религия

Нет комментариев