Çӗнӗ хыпарсем

Элметре хиртен тăпра турттарнăшăн штраф панă

Экологсем çутçанталăкпа усă курас закона пăснă тӗслӗхе Новоникольски ял хутлăхӗнче асăрханă.

ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин инспекторӗсем Элмет районӗнчи Новоникольски ял хутлăхӗн территорийӗнчи пӗр хуçалăх хăй ирӗкӗпе хирти 948 тăваткал метр лаптăк пулăхлă тăпра сийне илсе хăйӗн çӗрӗ çине турттарнине асăрханă. Çапла хуçалăх 1 миллион та 953 пин тенкӗлӗх сиен кӳнине пӗлтерет министерствăн пресс-служби. Çак факт енӗпе пуçарнă ӗçе Россельхознадзорăн Тутарстанри управленине тата çутçанатлăк сыхлавӗн прокуратурине янă хыççăн Элмет сучӗ пăхса тухса çутçанталăка сăтăр кӳнӗ çынна штраф тӳлеттермелле тунă. (Сăнӳкерчӗк eco.tatarstan.ru сайтран).


#общество

Нет комментариев