Çакăн çинчен экологи, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас, агропромышленность тата апат-ҫимӗҫ политикин Комитечӗн председатель ҫумӗ Назип Хазипов «Яллă вырăнсене комплекслă аталантарасси» программăпа пурнăçлакан проектсене тӗрӗслессипе ытларикун ирттернӗ селекторлӑ канашлăва пӗтӗмлетсе пӗлтернӗ
«2021 ҫултан пуҫласа 2025 ҫулччен Тутарстанра «Ял территорийӗсене Комплекслӑ аталантарасси» программӑпа пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 16,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Ҫав шутра федераци бюджетӗнчен – 11,5 миллиард, республика бюджетӗнчен – 2,8 миллиард, вырӑнти бюджет укҫи – тенки –70 миллион тенке яхӑн. Юлнӑ 2,3 миллиарчӗ – бюджет тулашӗнчи укҫа-тенкӗ», – каласа панă Назип Хазипов.
Программӑна пурнӑҫланӑ 6 ҫул хушшинче республикӑри ял территорийӗсенче 35,3 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута янине, 859 обществăлла вырăнсене хӑтлӑрах тунине, компактлӑ ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе 12 проект пурнӑҫланине каласа тухнă. Нормативлӑ лару-тӑрӑва 128,4 километр ҫул илсе ҫитернӗ, вӗсенчен 90,73 километрӗ – социаллӑ объектсем патне, 37,6 километрӗ – агропромышленность комплексӗн объекчӗсем патне. Сăнӳкерчӗксем https://max.ru/id1654014349_gos.
Нет комментариев