ХУСАН КУÇСА ÇӲРЕКЕН ХАЛĂХСЕН VII ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ВĂЙЙИСЕНЕ ЙЫШĂНӖ
Тӗп хыпар

ХУСАН КУÇСА ÇӲРЕКЕН ХАЛĂХСЕН VII ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ВĂЙЙИСЕНЕ ЙЫШĂНӖ

РФ Президенчӗ Владимир Путин Хусан халăхсен хушшинчи ăмăртусене йышăнма тата çӗршывсен командисене йышăнма хатӗррине пӗлтернӗ, çырать «Татар-информ» ИА.

 

Куçса çӳрекен халăхсен VII Пӗтӗм тӗнчери вăййисем 2028 çулта Хусанта иртеççӗ. Кун пирки Бишкекре Куçса çӳрекен халăхсен VI вăййисене уçнă çӗрте Кăркăсстан Президенчӗ Садыр Жапаров пӗлтернӗ. Унччен маларах вара, Бишкекри Шанхай организацийӗн саммитӗнче, РФ Президенчӗ Владимир Путин Хусан  халăхсен хушшинчи ăмăртусене йышăнма тата çӗршывсен командисене йышăнма хатӗррине пӗлтернӗ, çырать «Татар-информ» ИА.

Кăркăсстан ертӳçин сăмахӗпе, Раççей Тутарстан Республики çитес вăйăсене йышăнма хатӗрри пирки официаллă çыру янă пулнă. Кăркăсстан вара хăй енчен йӗркелӳ ӗçӗсемпе пулăшма та хатӗррине çирӗплетнӗ. РФ спорт министрӗ Михаил Дегтярев та каярах ку хыпара çирӗплетсе черетлӗ вăйăсем Хусанта иртесси çинчен хăйӗн телеграм-каналӗнче пост кăларнă.

Куçса çӳрекен халăхсен вăййисене уçнă церемони

Сăмах май, маларах Куçса çӳрекен халăхсен вăййисене Раççейре ирттерме Алтай Республикипе Пушкăртстана та пăхса хунă пулнă. Анчах Бишкекре вăйăсене уçнă церемонире кун пирки аса илмен.

Калас пулать, асăннă вăйăсем Евразин куçса çӳрекен халăхӗсен культура еткерне сарассипе тата упрассипе çыхăннă.

 VI вăйăсене уçнă çӗре Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов та хутшăннă. Церемони «Бишкек Арена» çӗнӗ стадионта иртнӗ. Хаклă хăнасен шутӗнче Турци Президенчӗ Реджеп Тайип Эрдоган, Инди Премьер-министрӗ Нарендра Моди, Казахстан Президенчӗ Касым-Жомарт Токаев тата ытти çӗршывсен ертӳçисем хутшăннă.

Куçса çӳрекен халăхсен вăййисене уçнă церемони

Вăйăсем августăн 31-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 6-мӗшӗччен иртеççӗ. Ăмăртусене хутшăнакансем йăлари тата наци спорт тӗсӗсенче вăй виçӗç. Тӗслӗхрен, вӗрен туртассипе, стронгменпа (вăйлă çын тесе куçать акăлчан чӗлхинчен. Спортсменсем тӗрлӗ йывăр япала йăтса ăмăртаççӗ), халăхсен вăййисемпе, кок-борпа, кокпарупа, лаша утланса ăмăртассипе, ордопа ((кăркăссен вăййи) тата ытти те.  

Куçса çӳрекен халăхсен вăййисене ЮНЕСКОн материаллă мар культура еткерӗ шутне те кӗртнӗ. Пӗрремӗш вăйăсем 2014 çулта Кăркăсстанра иртнӗ.

Ирина ГОРДЕЕВА.      

Сăнӳкерчӗксем https://rais.tatarstan.ru сайтран.


#Всемирные игры кочевников

Нет комментариев