ТР Раисӗ Рустам Минниханов вӗрентекенсемпе шкула каякансене Пӗлӳ кунӗпе саламларӗ
Тӗп хыпар

ТР Раисӗ Рустам Минниханов вӗрентекенсемпе шкула каякансене Пӗлӳ кунӗпе саламларӗ

Хисеплӗ тутарстансем! Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем, вӗрентекенсемпе воспитательсем, вӗрентӳ тытӑмӗнче ӗçлекенсемпе ветерансем, ашшӗ-амӑшӗсем! Сире чун-чӗререн Пӗлӳ кунӗ саламлатăп. Çак праçник ăрусене савӑнӑçлӑ хумханупа, телейлӗ кулӑпа, çутӑ шанчӑк туйӑмӗпе пӗрлештерсе тăрать.

Хисеплӗ тутарстансем! Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем, вӗрентекенсемпе воспитательсем, вӗрентӳ тытӑмӗнче ӗçлекенсемпе ветерансем, ашшӗ-амӑшӗсем!

Сире чун-чӗререн Пӗлӳ кунӗ саламлатăп. Çак праçник ăрусене  савӑнӑçлӑ хумханупа, телейлӗ кулӑпа, çутӑ шанчӑк туйӑмӗпе пӗрлештерсе тăрать.

Тутарстанри вӗренӳ тытӑмӗ тивӗçлипе çӗршывра малтисен ретӗнче. Юлашки çулсенче республикӑра хальхи техникӑпа тивӗçтернӗ вуншар шкул туса лартнӑ, çамрӑк талантсене пулӑшас тата педагог профессийӗн сумне ӳстерес енӗпе йышăннă пуçарусем ӑнӑçлӑ пурнӑçланаççӗ. Хамӑрăн чи лайӑх йӑласемпе ертӳçӗ технологисем çине таянса эпир çамрӑк ӑрушăн çӗнтерӳсем патне çул уçатпӑр.

Пирӗн ачасен ӑнӑçлӑ пуласлӑхӗшӗн эпир инфраструктурăна  аталантаратпӑр, вӗсене аталанма майсем туса паратпӑр, хушма пӗлӳ парассине анлăлатса пыратпӑр, кашни ачана хӑйне килӗшнине тупма пулӑшатпӑр.

Торжественная линейка в честь Дня знаний. И. Трифонова.

Пӗрремӗш класа каякансемшӗн паян уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ кун. Пин-пин çамрӑк тутарстансемшӗн пӗрремӗш хут шӑнкӑрав янӑрӗ, пӗлӳпе пултарулӑх çитӗнӗвӗсен тӗнчине çул уçăлӗ. Умра сире тӗлӗнмелле вӑхӑт кӗтет: парта хушшине ларса эсир шанчӑклӑ туссем тупатӑр, пысӑк тӗллевсем лартма, вӗсене çирӗппӗн пурнӑçлама вӗренетӗр.

Хамăрăн педагогсен пӗрлӗхне чунтан хисеплесе тав тӑватӑп. 80 пине яхӑн вӗрентекенпе воспитатель черетлӗ хутчен хăй çине пысăк яваплăх – мисси илет. Эсир кӑмӑл-сипет ориентирӗсем хыватăр, яваплӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӗрхенӳллӗ пулма вӗрентетӗр, ачасене чун ӑшшине паратăр. Пысăк тав сире кулленхи ӗçӗршӗн, вӗçӗ-хӗррисӗр чӑтӑмлӑхӑршӑн, хăвăрăн воспитанникăрсен шӑписемпе сӳрӗк пулманнишӗн.

Шкул ачисемпе студентсене пурне те пӗлӳ патне ӑнтӑлма, вӗренӳре çитӗнӳсем тума сунатӑп. Вӗрентекенсене профессире вӑрӑм ӗмӗр тата лайăх вӗренекенсем сунатăп. Ашшӗ-амӑшсен вара хӑйсен ачисемпе мăнаçланма сăлтавсем пулсах тăччăр тата вӗсене ăнланма пысăк ăс-хакăл пултăр.

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пултаруллӑ ӗçпе пӗлтерӗшлӗ çитӗнӳсен тапхӑрӗ пултӑр. Çирӗп сывлӑх, тӑнӑçлӑх, ырлӑх-пурлăх сире тата çывӑх çыннӑрсене!

 

Пӗлӳ кунӗпе!

Р.Н. Минниханов. 

ТР Раисӗн пресс-служби. 

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата https://rais.tatarstan.ru сайтран. 

 


Раис РТ

Нет комментариев