РФ вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко «Урам-феста» çитсе курнă
Çӗнӗ хыпарсем

РФ вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко «Урам-феста» çитсе курнă

Экстрим-спорта, музыкăна тата урам искусствине пӗрлештерекен фестиваль кăçал саккăрмӗш хут иртнӗ.

Дмитрий Чернышенко посетил фестиваль в Казани

Раççей Премьер-министрӗн çумӗ Дмитрий Чернышенко Тутарстан Республикин кунне халалланă мероприятисене хутшăннă май ӗнер Хусанта иртнӗ «УРАМ-фест» урам культурисен фестивальне çитсе курнă. Мероприятие çавăн пекех Тутарстан Раисӗн Администрацийӗн ертӳçи Асгат Сафаров, Хусан хулин мэрӗ Ильсур Метшин, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Роман Шайхутдинов, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров, Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентствин ертӳçин çумӗ Егор Литвиненко та хутшăннă.

Молодежь Казани провели мастер-класс

Хăнасем паркур, воркаут зонисене, стритбол уйне пăхса çаврăннă. Дмитрий Чернышенко Тутарстанăн тӗп хулинче çамрăксем валли тунă кану вырăнӗсене пысăк хак панă. Ăна хусансем диджеинг аталанăвӗ пирки каласа панă, «НУР» медиаискусствăсен фестивалӗн шайӗнче кăларнă çӗнӗ кӗвӗсем çыртарнă пластинка парнеленӗ. Унтан Дмитрий Чернышенко урам культурисен лидерӗсемпе курса калаçнă, вӗсемпе Раççейри çамрăксен субкультурисене аталантараса ыйтусене сӳтсе явнă.

Дмитрий Чернышенко занкомиться с диджеингом

«Хусан – Раççей спорчӗн тӗп хули. Вăл чи çӳллӗ шайлă ăмăртусене – Универсиадăна, футбол, ишесси енӗпе, «Игры будущего» пек чемпионатсене ирттернӗ...» – тесе палăртнă РФ вице-премьерӗ.

 

Сăнӳкерчӗксем prav.tatarstan.ru сайтран.


День Республики Татарстан

Нет комментариев