Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ умӗн ултавçăсем çӗнӗ схема шутласа тупнă. Вӗсем шкул администрацийӗн ятӗнчен учительсене çӗнӗ вӗрентӳ платформинче обязательнăй йӗркепе регистрациленме ыйтаççӗ.
Ачасем уроксенче мӗнле ӗлкӗрсе пынине куллен унта пӗлтерсе тăма Раççей Çутӗç министерстви ыйтать имӗш.Çӗнӗ платформăра регистрациленмешкӗн ссылкăпа кӗрсе харпăр даннăйсене кӗртмелле, ун хыççăн «Госуслуги» порталта тата СМС-çырура килнӗ кода çырмалла-мӗн. Çакăн хыççăн мӗнпур информаци ултавçăсен аллине лекет, вӗсем унпа усал ӗç тума усă курма пултараççӗ. Кун çинчен РФ Общество палатин обществăлла контрольпе граждансен обращенийӗпе ӗçлекен Евгений Машаров РИА Новостие пӗлтернине tatarstan24.tv сайт хыпарлать.
Нет комментариев