Пирӗн вăрмансенче пушар хăрушлăхӗн сезонӗ регионта октябрӗн çурринче вӗçленсен те лăпланма иртерех-ха, умра – сентябрь. Çанталăк уяр тăрсан типӗ йывăç-курăк, çулçă хăвăрт тивсе каяс хăрушлăх пысăк.
Кун пирки ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин вăрман хуралӗпе хӳтлӗх секторӗн ертӳçи Анас Сенгатуллин «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ. «ТР вăрман пушарӗсен центрӗ» регионти диспетчер службин пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, Тутарстанра çулталăк пуçланнăранпа 321 вырăнта тӗтӗм тухнине тата вăрмансен çывăхӗнчи 212 участока вут тивнине шута илнӗ. Анчах вăрманçăсем тăрăшнипе вăрман çуннă пӗр тӗслӗх те пулман. ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви граждансене республика территорийӗнчи вăрмансенче тӗтӗм тухнине, вут тивнине курсан 8 (800) 100-94-00 е (843) 221-37-95 телефонсемпе шăнкăравласа пӗлтерме ыйтать.
Нет комментариев