Çӗнӗ хыпарсем

Паян патриотла юрăсен конкурсӗн çӗнтерӳçисем паллă пулӗç

Республикăри патриотла юрăсен II конкурсӗн финалӗ тата гала-концерчӗ паян, августăн 30-мӗшӗнче, Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнчи лапамра иртет.

Эрнекун «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова каланă тăрăх, ку конкурса  Правительство тӗрев панипе иккӗмӗш çул ирттеретпӗр.

Гала-концерт патриотической песни

«Пирӗншӗн ку питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ мероприяти, кăçал уйрăмах савăнтарать – унта хутшăнакансен шучӗ ӳснӗ», – терӗ Юлия Адгамова.

Ун сăмахӗсемпе, кăçал виç çӗр ытла заявка йышăннă, пӗлтӗрхинчен самай нумайрах. Конкурсăн иккӗмӗш турне жюри 70 конкурсанта  суйласа илнӗ. Вӗсен шутӗнче СВО ветеранӗсем те пур.Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх кашни номинацире («Чи лайăх кӗвӗ», «Чи лайăх юрă», «Чи лайăх текст» тата «Чи лайăх юрлани») призёрсене тата Гран-при лауреачӗсене палăртӗç, вӗсене дипломсем тата укçа-тенкӗ сертификачӗсем парӗç. Конкурс çӗнтерӳçине 300 пин тенкӗ лекет.

Гала-концертра музыкă продюсерӗ тата конкурс жюрийӗн пайташӗ Антон Салакаев тата унăн «Волга-Волга» ушкăнӗ те сцена çине тухӗ. Музыкантсен коллективӗ конкурса иккӗмӗш çул ӗнтӗ партнер пулса пулăшать. Конкурса ирттерни «Молодежь и дети» наци проекчӗн «Мы вместе» федераллă проекчӗн тӗллевӗсемпе задачисене тивӗçтерет.

 

Сăнӳкерчӗк: «Татар-информ» ИА.

 

 


День Республики Татарстан

Нет комментариев