Донорсене ирхине 8:00 сехетрен пуçласа 12:00 сехетчен Хусан хули, Çӗнтерӳ проспекчӗ, 85-мӗш çурт адреспа йышăнаççӗ.
Акци Сывлăх сыхлав министерствин Юн центрӗнче сентябрӗн 7-мӗшӗнче пулать. Донорсем юн панисӗр пуçне Туслăх Çурчӗн представителӗсем йӗркеленӗ каллиграфипе мастер-класа хутшăнса Раççей чӗлхисемпе сăмахсем çырӗҫ, сувенирсем илӗç. Акцие Хусанта пурăнакан, 18 çултан аслăрах тата 50 килограмран кая мар виçеллӗ çынсе кӗтеççӗ, вӗсен хăйсемпе паспортпа СНИЛС кăна илсе пымалла.
Сувенирсене Республикăн юн центрӗ тата DonorSearch сообщество хатӗрлет. Мероприяти DonorSearch, «Татнефть» ыр кăмăллăх фончӗ, ТР Халăхсен ассамблейи, Туслăх Çурчӗ, Тутарстан Раисӗн гражданла обществăна аталантарассипе çыхăннă гранчӗ тата «Добрая Казань» коммерцилле мар организаци пулăшнипе иртет. (Михаил Захаров / «Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗ).
Нет комментариев