500 ытла çынна уголовнăй явап тыттарнă, 119 килограмм (ытларах синтетика) наркотиклă япаласене туртса илнӗ.
Нумай пулмасть Хусанта наркотик салатма хăтланнă 22-ри качча тытса чарнă. Унăн курткин кӗсйинче 100 пӗчӗк хутаç синтетикăллă наркотик пулнă. Хальхи вăхăтра ун аллине наркотик ăçтан лекнине тӗпчеççӗ. ТР ШӖМӗн наркотиксен çаврăнăшне контрольлекен управленин начальникӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçлакан Павел Фоминых ТР ШӖМӗнче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, кăçал çур çулта кăна 1,5 яхăн наркопреступлени шута илнӗ. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 50 процент сахалрах ку.
Паянхи кун тӗлне республикăна наркотиксем кӳрекен 14 канала хупнă. Наркотиксемпе контрабанда тунă Хусан çынни те çакланнă хальхинче, кун пекки пулманччӗ-ха. Наркотиклă япаласемпе çыхланса закона пăснă 514 çынна уголовнăй явап тыттарнă, 167-шне — наркотик салатнăшăн. Вӗсенчен 26-шӗ 16 тултарман ачасем иккен. Çапах та шкулсемпе ӗçленин усси пур: çул çитмен ачасем наркотик сутнă тӗслӗхсем 20 процента чакнă.
Наркотик сутакан çул çитмен ачасем сахалланчӗç, анчах веçех пӗтмерӗç. Суд кун пек ачасене явап тыттарнă чух ÿсӗм çулне мар, преступленин хăрушлăхне шута илет. Çавăнпа приговор йышăннă чух ача пулни çăмăллатайманнине манмалла мар, – тенӗ кун пирки Павел Фоминых.
Уголовнăй кодекс кун пек чухне ÿсӗм çулне пăхмасть. Интернетра анонимлă никпа ларакансем, VPNпа усă куракансем те, хăйсем хутшăнмасăрах закона пăсакансем хăйсене тытаймаççӗ тесе шутласа йăнăшаççӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хăваракан электронлă йӗр тăрăх вӗсене хăвăрт тупаççӗ.
Нет комментариев