Хусан Кремлӗнче Благовещани соборӗ те, Кул Шариф та пур тӗнпе çыхăннă объектсем. Историе культура палăкӗ пек кӗрсе юлнă илемлӗ çуртсем нумай. Анчах вӗсем пирки нихăшӗн çинчен те «Сююмбике» башня пек халапсем хывман пулӗ.
Халапсем, сас-хура, версисем
Башня çичӗ яруслă пулнине Хаяр Йăван çичӗ кунра туса пӗтерме хушнипе çыхăнтараççӗ. Хусан ханствине юлашкинчен тытса тăнă Сююмбикене çак башньăпа тачă çыхăнтараççӗ. Е вăл башньăран ӳксе вилнӗ, е кайăк хур пулса вӗçсе кайнă текен халап-юмах çӳрет. Ăнсăртран шуса ӳкнӗ текен сăмахсем те пирӗн пата çитнӗ. Башня тайăлнине те Сююмбике ылханӗпе çыхăнтаракансем пур. Çавăн пекех Сююмбике вăхăтсăр вилнӗ упăшкине асăнса лартнă текен верси пур. Ăсчахсенчен хăшӗсем хан мечӗчӗн минаречӗ пулнă тесе шутлаççӗ. IV Иван Хусана илсен мечӗтне аркатнă имӗш.
Чăннипе мӗнле пулса тухнине, башня мӗнле ӗçсемпе çыхăннине (дозор башни пулнисӗр пуçне) летопиçсенче асăннисем çук темелле. Хусан Кремльне тапăнасран сăнаса тăмалли хурал башни пулнă тени тӗрӗсе килет пек. Башньăна хăçан, камсем тунă – историксем, археологсем çаксене тӗпчесе пӗлеймен. Хусанта вун икӗ хутчен пысăк пушар алхаснă. Башня çинчен калакан хутсем те çавăнпах сыхланса юлман пулӗ теççӗ историксем. 58 метр çӳллӗш çӗкленӗ башньăна, Хусанăн чи паллă архитектура палăкне XVII-XVIII ӗмӗрсенче туни паллă. Архитектура стилӗпе специалистсем ăна тутар-вырăс зодчестви пек ăнлантараççӗ. Башня тайăлни те пуш сăмах мар. Пӗрремӗш хут 130 çул каялла тӳрлетме хăтланнă ăна. Ун чухне 1 метра яхăн тайăлма ӗлкӗрнӗ башня. СССР вăхăтӗнче те пӗрре мар юсанă. 1958-1959 çулсенче иккӗмӗш яруса тимӗр «пиçиххипе» пăркăчласа çыхни кăшт пулăшнă та пулӗ, анчах вуншар çулта металл та çӗрӗшнӗ-тӗр, башня та сарăлнă курăнать, Сююмбике «пиçиххийӗ» татăлнă. 1989-1990 çулсенче те, Хусан1000 çул тултарас умӗн те реставраторсем ӗçленӗ кунта.
Паянхи реставраци
2022 çулта башньăра пуçланнă реставраци пирки «Сююмбикене» туса лартнăранпа чи пысăк ӗçсем тесе калас килет. ТР Культура еткерӗн объекчӗсене сыхлассипе (ОКН) ӗçлекен комитет çак эрнере журналистсем валли башньăна пресс-тур йӗркелерӗ. Комитет пуçлăхӗ Иван Николаевич Гущин реставраци мӗнле пынине каласа пачӗ: «2024 çулта специалистсем башньăна хальхи вăхăтри гидроизоляципе йӗпе-сапаран хӳтӗленӗ, углеродлă сӳспе стенасем çинчи çурăксене хупланă, фасада тасатса ванчăк кирпӗчсене çирӗпписемпе улăштарнă». Паллах, вӗсем паянхи кирпӗч заводӗнчен тухнăскерсем мар.
Вӗсен те «историйӗ» пур, хулари пӗр-пӗр ватă, ишӗлсе пăрахăçа тухнă çуртсенчен илеççӗ иккен вӗсене.
Халӗ башньăн тăватă ярусне реставраци тăваççӗ. Никӗсне шыв ан аркаттăр тесе ятарлă реставраци хутăшӗсемпе иньекци туса çирӗплетеççӗ, инженери коммуникацийӗсене улăштарасси, çӗнетесси пирки те ыйту тăрать, мачча каштисене халиччен улăштарман, çумăр-юр шывӗсемпе нӳрелсе тăни курăнать. Тен, вӗсене улăштармах тивӗ, тен, упраса хăварма май килӗ. Пӗтӗмпе тăватă яруса реставраци тума 136 миллион тенкӗ уйăрнă. Çӗнӗ çулччен, декабрь уйăхӗнче вӗçлеме палăртнă ӗçсене. Çакăн хыççăн юлнă ярусӗсене реставраци тăвӗç-и, хальлӗхе татаса калаймасть Иван Николаевич.
Пирӗнтен кашнинче ыйту çуралать – мӗншӗн «Сююмбике» тайăлать? Кун пирки пӗртен-пӗр тӗрӗс хурав çук. Версисем тӗрлӗрен. Башня ларакан вырăнта çӗр айӗпе иртекен шывсем вăйлă. Вӗсене пула тăпра та, башня никӗсӗ те вырăнтан куçать. Тепӗр версийӗ мечӗтпе çыхăннă. Башньăна ун вырăннех лартнă текен сас-хура çӳрет. Иван Николаевич ку сăмах тӗрӗс пулни пирки питӗ иккӗленет. Çӗршыв историйӗнче «Сююмбикене» çӗкленӗ вăхăтра мӗн пулса иртнине илсен, XVII ӗмӗр вӗçӗнче тăрăшсах Петербург хулине никӗсленине аса илмелле, çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ăстасене унта пухнă. Ку версипе н «Сююмбике» башньăна тăвакансен ăсталăхӗ çителӗксӗр пулнă курăнать. Хăш-пӗр вăрттăнлăхсене пӗлменнипе «тайăлакан» башня çӗкленӗ.
Паян реставраторсем башняна çирӗплетессипе çеç мар, унăн «сăн-питне» тавăрассипе те ӗçлеççӗ. Халӗ симӗс тӗспе сăрланă алăксем пăхăртан пулӗç, чӳречисене малтан мӗнле пулнă, çапла лартӗç, башня тăрринчи çур уйăха та реставраци тума палăртнă.
Историри илемне тавăрсан башньпа мӗнле усă курӗç? Ку ыйтăва хуравлама хатӗр пулмарӗ Иван Гущин. Анчах СССР вăхăтӗнче кунта экскурсисене çӳренине шута илсен (кассăна кӗрекен алăк халӗ те сыхланса юлнă, пусма карлăкӗсем çине ячӗсене çырнă ачасем 1938 çулта та экскурсисем пулнине калать), паян Хусанта туристсем йышлине пăхсан, «Сююмбике» экскурсантсене йышăнма хавас пулассăн туйăнать.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев