Çӗнӗ хыпарсем

Вырăс чӗлхин пуянлăхӗ – культура кочӗ

«Сокровища русского языка» Пӗтӗм Раççейри акци пӗрремӗш хут иртет. Сентябрӗн 10 – 15-мӗшӗсенче «Шкул ачисем валли культура» культурăпа вӗрентӳ проекчӗн витӗмӗпе иртет

 

Верхний Услон, 2024 год

Çӗнӗ акци, хутшăнмасăр ан юлăр

  Ку проекта РФ Культурăпа Çутӗç министерствисем Культура стратегийӗсен тата проект управленийӗн центрӗпе (РОСКУЛЬТПРОЕКТ), çавăн пекех Раççейӗн культура фончӗпе  пӗрле пурнăçлаççӗ.

Акцин тӗп тӗллевӗ – çитӗнекен яш-кӗрӗме вырăс чӗлхин пуянлăхӗпе паллаштарасси, çамрăксенче чӗлхене вӗренес интереса вăратасси пулса тăрать. Йӗркелӳçӗсем пирӗн культура кодне упраса хăварнă çӗрте вырăс чӗлхин пӗлтерӗшӗ пысăк пулни çинчен аса илтересшӗн.

Пӗтӗм Раççейри творчество ăмăртăвне хутшăнма шкул ачисене чӗнеççӗ. Ачан пултарулăхне мӗнле майпа кăтартмалла? Йӗркелӳçӗсем сӗнекен номинацисемпе (пӗрне е тимиçе суйласа илме пулать) ӗç хатӗрлемелле.

Виçӗ номинаци

«Актер ăсталăхӗ» – вырăс чӗлхине халалланă хуть мӗнле литература хайлавне пăхмасăр каласа панине ӳкерсе видеоролик туса ярса памалла. «Пуçватмăш» – хăвăр тӗллӗн лингвистика задачине е тавçăрулăх кăтартмалли ӗç (ребус, шарада, кроссворд) хатӗрлемелле. Паллах тупсăмӗсене çырса яма манмалла мар. Чи кирли – пуçватмăшӗн вырăс чӗлхипе çыхăнмалла. «Автор хайлавӗ» –хăвăр тӗллӗн вырăс чӗлхине халалланă литература хайлавӗ (поэзи е проза).

Ку акцие хутшăнас текенсен «Культурадляшкольников.РФ» порталта 2026 çулхи сентябрӗн 10 – 15-мӗшӗсенче заявка хăвармалла. Акцие пӗтӗмлетсе чи интереслӗ 100 ӗçе суйласа илӗç, çӗнтерӳçӗсен ячӗсене 2026 çулхи ноябрӗн 18-мӗшӗнче «Культурадляшкольников.РФ» порталта пичетлӗç.

Çакна асăрхаттарса хăвармалла: Акцие Раççей Федерацийӗнче пурăнса 1 – 11-мӗш классенче вӗренкекенсем хутшăнма пултараççӗ. Заявкăсене харпăр кабинетран ярса памалла. Темиçе номинаципе хатӗрленсен кашни ӗçе уйрăм заявкăпа ярса памалла.                                            Сăнӳкерчӗксем авторăн.


акция

Нет комментариев