Çӗнӗ хыпарсем

Кольăн çырăвӗ салтак чӗрине ăшăтнă

Хавхаланнă хӳтӗлевçӗ ачана парнепе савăнтарчӗ

Аксу районӗнчи «СВОих не бросаем» волонтерсен центрӗнче куллен мӗн те пулсан чуна тивекенни пулса иртет. Акă çак кунсенче Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Коля Семенов Галина Киселева волонтерпа пӗрле лавккана фронтри салтаксем ятарласа панă укçапа парне туянма кайса килчӗ. 

Коля Семенов с подарками от бойца

Ку истори çакăнтан пуçланчӗ. Аксу волонтерӗсем район халăхӗпе пӗрле пухнă гуманитари пулăшăвне салтаксем патне леçме кайнă чух кашнинчех  мас­кировка сечӗсем ăшне ачасен çырăвӗсене хураççӗ. Ку хутӗнче те çаплах пулчӗ. Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан 8 çулти Коля Семеновăн çырăвне Максим К. илсе вуланă иккен. Волонтерсен чатне хӳтӗлевçӗ çырăва илсе вуласанах: «Здравствуйте! Сегодня раскрыли масксети, а там письмо. Так приятно и тепло стало на душе. Спасибо Коле, 8 лет», – тесе çырса ячӗ. 

Ача çырнă темиçе сăмах та салтак чӗрине епле ăшăтма пултарать-çке. Максим мана, Саврăшпуç ялӗн библиотекарьне, çыру авторӗпе çыхăнтарма ыйт­рӗ. Палăртса хăвармалла, пирӗн библиотекăра ачасемпе салтаксем хушшинче çыхăну йӗркелесси ăнăçлă аталанса пырать. Балу позывнойлă хӳтӗлевçӗ (Комбат йытă çурин хуçи) Степан Максимовпа Саврăшпуçӗнче пурăнакан ытти ачасен наставникӗ пулса тăни пирки эпир «Сувар» вулаканӗсене каласа панăччӗ ӗнтӗ. Библиотекăра «Салтак валли ӳкер», «Салтак патне çырнă çыру», «Салтака саламла» акцисем тăтăшах ирттеретпӗр. Ачасем çырнă çырусене, ӳкерчӗксене волонтерсем салтаксем валли ăсатмалли маскировка сеткисен ăшне типтерлӗн чиксе хураççӗ. Халиччен 145 акци ирттертӗмӗр, унта 56 ача хутшăнчӗ...

Ачан çырăвне вуласа хав­халаннă Максимпа унăн юлта­шӗсем Николай Семенов валли шкула кайма рюкзак туянмашкăн ятарласа укçа куçарса пачӗç. Салтаксен укçипе туяннă парнене – рюкзака тата вӗренӳ тетрачӗсене – Николая чаплă лару-тăрура патăмăр. Маттур, Коля! Эсӗ хӳтӗлевçӗн чӗрине савăнтарма, ăна хăвăн сăмухусемпе ăшăтма пултартăн. Малашне те çапла хастар, ырă кăмăллă пул!

Хăв тунă ӗçе çапла хакланине курсан тата та тăрăшарах ӗçлес килет. Салтаксене пулăшас, хавхалантарас ӗçе тăтăш хутшăнакан ытти хастар ачасене – Егор Якимова, Матвей Кондратьева, Севастьян Алексеева, Матвей Петрова тата Матвей Еремеева та чунтан тав тăвас килет. Эсир – чăн-чăн патриотсем!

Татьяна МАКСИМОВА.

Аксу районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


Своих не бросаем

Нет комментариев