Çӗнӗ хыпарсем

Александр Ильинăн пултарулăхӗнче çарпа патриотизм теми самай пысăк вырăн йышăнать

«Салтак яланах салтак» кӗнекене унăн поэмисемпе сăввисем тата сонечӗсем кӗнӗ

Новая книга Александра Ильина

Чăваш Енри Çӗрпӳ районӗнчи Вăрманкас Кӗçтемер ялӗнче çуралса ӳснӗ Александр Ильин çыравçăн пӗрремӗш хайлав пуххийӗ Чăваш кӗнеке издательствинче «Çумăр ташши» ятпа 1980 çултах пичетленнӗ. Унтанпа «Тупа», «Вăрманти тӗлпулу», «Тумла», «Çаран çинче», «Асамат кӗперӗ», «Мы из Группы советских войск в Германии», «Судьба и быль земли Цивиль» тата ытти кăларăмӗ тухнă. Порфирий Афанасьев чăваш халăх поэчӗ унăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă. «Сăввисенче уçăмлăх, сăнарлăх», – тесе палăртнă.

Александр Моисеевичăн хайлавӗсем тăван çӗр сӗткенӗпе тулли, вӗсенче атте-аннепе ӗççи теми мала тухаççӗ. Çапах та унăн пултарулăхӗнче çарпа патриотизм теми самай пысăк вырăн йышăнать. 2023 çултан пуçласа вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене халалласа икӗ сăвă пуххи кăларчӗ: «Мы памятью своей сильны» тата «Салтак шăпи». Нумай пулмасть вара Чăваш кӗнеке издательствинче «Салтак яланах салтак» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Кунта поэтăн поэмисемпе сăввисем тата сонечӗсем кӗнӗ. Редакторӗ – Надежда Вечеркина, ӳнерçи – Сергей Орлов. 

Автор книги Александр Ильин

Хайлавсенчи сăнарсем – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тата Çӗнтерӗве çыв­хартма тылра ырми-канми вăй хунă çынсем, Чечня вăрçин паттăрӗсем, паянхи кун ятарлă çар операцийӗнче çапăçакан хастар чунлă яш-кӗрӗм. Вӗсен шухăш-ӗмӗтне, кăмăл-сунăмне, ӗç-хӗлне чуна пырса тивмелле сăнлать автор. Кӗнеке «Ывăл» поэмăран (2024–2025) пуçланать. Сăвăç ăна ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă, Паттăрлăх орденне, II степенльлӗ «Хăюлăхшăн», Анатолий Кони тата ятарлă çар операцине хутшăнаканăн медалӗсене илме тивӗçнӗ кӗçӗн ывăлне Арнольда тата унпа пӗрле çапăçнă пур салтака халалласа шăрçаланă.

«Пакунлă яшлăх» тата «Салтак юратăвӗ» ярăмсем сонетсен кăшăлӗсемпе савăнтарӗç. «Вилӗмсӗр экипаж» поэмăна Александр Ильин Çӗрпӳ тăрăхӗнче çуралса ӳснӗ, Чечня вăрçинче пуç хунă Александр Сергеева, Дмитрий Чекурова, Петр Михеева тата Сергей Васильева асăнса çырнă. «Салтак шăпи» поэмăна вăл Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă салтаксене халалланă, «Етӗрне кӗперӗ» (Акка кӗперӗ) поэмăна – 1941–1943 çулсенче Етӗрнере Сăр юханшывӗ урлă хывнă кӗпере тунă çынсене. Кӗнекене çавăн пекех «Палăк», «Сталинград салтакӗ», «Виçӗ паттăр, виçӗ кăйкăр» поэмăсем кӗнӗ.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


чувашская литература

Нет комментариев