Хайлав сюжетне Ильфпа Петров романӗн геройӗсем Чăваш АССРне килсе курнине тӗпе хурса Сергей Сорокин йӗркеленӗ
Феериллӗ ултав
Илья Ильфпа Евгений Петров çырнă «Вуникӗ пукан» повеçе вулакансем лайăх пӗлеççӗ ӗнтӗ. Остап Бендерпа Киса Воробьянинов кашни сыпăкрах тӗрлӗ лару-тăрăва лекеççӗ. Пӗррехинче вӗсем Шупашкара çитеççӗ. Çак çулçӳрев вӗсен пурнăçӗнче мӗнле йӗр хăварнă-ши? Кун пирки Сергей Сорокинăн кӗнеки каласа парӗ. «Аслă Шулӗк çинчен çырнă паллă мар сыпăк» ятлăскер нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухрӗ. Феериллӗ ултав тесе палăртать ăна автор. Кăларăма икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ, вырăсларан Ольга Рубцова куçарнă, редакторӗ – Надежда Вечеркина, ӳнерçи – Сергей Орлов.
.jpg)
«Остап Бендерпа Шупашкарта пулса иртнӗ приключенисене автор питӗ ăста ӳкерсе парать. Кӗнеке чăвашла та, вырăсла та тӗлӗнмелле çăмăл вуланать. Геройпа пулса иртекен кулăшла самантсем вулакана килӗшессе шанас килет. Ольга Рубцова куçарура автор стильне сыхласа хăварма тăрăшнă», – тесе палăртать Надежда Витальевна, кӗнеке редакторӗ.
«Ильфпа Петровăн «Вуникӗ пукан» романӗн вулакансене сӗнекен паллă мар сыпăкне Ираида Степановна Семибатюшнаян Шупашкар хулинче çуралнă мăнукӗн Остап Ибрагим Берта Мария Бендер Бейăн архивӗнче тупнă…» – асăрхаттарать С.Сорокин повесть пуçламăшӗнче. Хайлав сюжетне Ильфпа Петров романӗн геройӗсем Чăваш АССРне килсе курнине тӗпе хурса йӗркеленӗ.
Вулакансем хайлавра чăваш художникӗсемпе, писательсемпе, политика çыннисемпе, техника интеллигенцийӗпе, Шупашкарти ахаль çынсемпе тӗл пулӗç. Аслă Шулӗк пӗр кунлăха пӗрремӗш наци патшалăхне йӗркелес ӗçе кӗрсе ӳкет. Вăл революцин малтанхи вунçуллăхӗнчи Чăваш Енре социализм йӗркеленӗ тапхăрăн кулăшла енӗсене çӗнӗ куçпа пăхса хăйне евӗр хаклать.
Автор çинчен
Сергей Алексеевич Сорокин 1966 çулхи нарăс уйăхӗн 26-мӗшӗнче Киров облаçӗнчи Киров хулинче çуралнă. Ашшӗ çар çынни пулнă май çемье тӗрлӗ хулана тăтăшах куçнă. 1990 çулта С. Сорокин И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнă. Унтан Чăваш Республикин Историн патшалăх архивӗнче архивист, вырăнти телевиденире журналист пулса ӗçленӗ. Каярах хăйӗн бизнесне йӗркеленӗ.

Литературăпа журналистика ӗçне 1980 çулсенче пуçăннă, «Молодой коммунист», «Клип», «Новая газета» тата ытти хаçатсенче пичетленнӗ. Тӗрлӗ литература конкурсне хутшăннă. Акăлчан тата сербпа хорват чӗлхисенчен вырăсла куçарать. Вăл Срджан Драгоевич серб режиссерӗн «Дикобраз» ятлă илемлӗ фильмӗн сценарине тата Раде Чурчин серб поэчӗн сăввисене вырăсла куçарнă.
Надежда ВЕЧЕРКИНА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев