Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çурхи ярмаркăсем яланхи пекех, хăйсен вырăнӗсенчех иртӗç

Шăматкунхи ял хуçалăх ярмаркисем Тутарстанра мартăн 18-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçлӗç

Çакăн çинчен ТР ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров ведомствăн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ. 
«Халăха апат-çимӗç продукчӗсемпе тивӗçтерес тӗллевпе фермерсене хăйсен продукцине çынсене тӳррӗммӗн сутма май туса паратпăр. Пӗлтӗр çакнашкал ярмаркăсенче 2,1 млрд тенкӗлӗх продукци сутăннă», – тенӗ министр.
Зяббаров Хусан, Çырчалли, Анат Кама ӗçтăвкомӗсене, районсен пуçлăхӗсене тӳлевсӗр суту-илӳ вырăнӗсемпе тивӗçтернӗшӗн тав тунă, республикăри тавар туса кăларакансене паха продукцишӗн. Çавăн пекех вăл Тутарстан Раисне Рустам Минниханова ял хуçалăх ярмаркисене ирттерме тӗрев парса фермерсен транспорт тăкакӗсене компенсациленӗшӗн тав тунă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев