Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Футбол Хусана таврăнать

Унпа пӗрле тахçанах кӗтнӗ ăшă та килӗ

Мартăн 12-мӗшӗнче пирӗн «Рубин» Чӗмпӗрти «Волгăпа» тӗл пулӗ. Ку пулăма эпир тахçантанпах кӗтнӗ. Çуркунне, уçă сывлăш, ăшă атмосфера тата футбол. Матча курма килекенсене темиçе çӗнӗлӗх кӗтет. Кăнтăр, хӗвелтухăç, хӗвеланăç трибунисен тӗлӗнчи фудкорсем патӗнче вăтăр инфрахӗрлӗ ăшăтакан хатӗр пулать. Унсăр пуçне болельщиксене вӗри апат тата тӳлевсӗр чей кӗтеççӗ.

Пирӗн футболăн легендипе, «Барселонăна» икӗ гол тапса кӗртнӗ Гекдениз Караденизпа автограф-сесси ирттернине те çурхи вăйăсен çӗнӗлӗхӗсен шутне кӗртмелле-тӗр. Стадиона маларах килекенсем чашăра тӗрлӗрен вăйăсем те выляса ӗлкӗрӗç.

Футбол матчӗ «Ак Барс Аренăра» 15:00 сехетре пуçланать. Пирӗн каччăсемшӗн «чирлеме» пурне те йыхравлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев