Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Хусанкай урамне» хутшăннă çыравçăсен хушшинче Петр Петрович хăй те пулнă пекех туйăнчӗ

Кăçалхи Уявра çӗнӗлӗхсем нумай пулчӗç. Вӗсенчен пӗри – çыравçăсем валли йӗркеленӗ «Хусанкай урамӗ» литература фестивалӗ. Сăмах ăстисем валли уйăрнă лапам чăннипех урам пекчӗ: икӗ енӗпе Тутарстанра çуралса ӳснӗ паллă çыравçăсен пултарулăхне халалланă баннерсем лартса тухнă, вӗсем çинче кашнин сăнӳкерчӗкне курма, пултарулăхӗ пирки вуласа пӗлме пулать. Урам тăршшӗпех саксем лартса тухнă. Çакăнтах «Сувар» хаçатăн Уяв тӗлне ятарласа ытларах тиражпа кăларнă номерне валеçеççӗ редакци ӗçченӗсем, Чăваш тата Тутар кӗнеке издательствисем кӗнеке сутаççӗ. Ятне тунă подиум-сцена çинче вара çак ялта – Сиктӗрме-Хусанкайра – çуралса ӳснӗ, чăваш литературине тӗнче шайне çӗклессишӗн ырми-канми тăрăшнă Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн сăнне, вăл çырнă сăвă йӗркисене вырнаçтарнă. Литература фестивальне шăпах вилӗмсӗр поэтăмăр çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă.

Чăваш çыравçисем халиччен Тутарстанри Уява нихăçан та çакăн чухлӗн пуçтарăнса килмен. Хăшӗсем çӳреççӗ-ха кашни çулах, тӗпрен илсен Тутарстанра çуралнисем. Кăçал вара Сиктӗрмери Уява Шупашкартан та çыравçăсен пысăк делегацийӗ килсе çитрӗ. Вӗсен хушшинче Чăваш халăх поэчӗсене Валери Туркая, Раиса Сарпие, Светлана Асамата, ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн ертӳçине Улькка Эльмене, сумлă Лидия Саринене, Анатолий Кипече, Анатолий Хмыта, Галина Кӗмӗле, Зоя Сывлăмпие, Ольга Федоровăна, Мальвина Петровăна, Владислав Николаева, Ольга Туркая, Альбина Юратăва, Лидия Филипповăна тата ыттисене те курма пулчӗ. Чӗмпӗр тăрăхӗнчен те çыравçăсем çитнӗ – Валентина Тарават, Елена Мустаева, Елена Аксупи, Николай Ларионов. Самар облаçӗпе Пушкăртстанри калем ăстисем те кунтахчӗ. Хамăрăн Тутарстанра пурăнаканнисем те йышлăнччӗ. Палăртса хăварас пулать: çыравçăсем малтанах Сиктӗрмери П.Хусанкай музейӗнче пулса курчӗç, поэт çуралса ӳснӗ çурт вырăнӗнче вырнаçтарнă асăну палăкӗ патне чечек хучӗç.

Литература фестивалӗ питӗ чӗрӗ иртрӗ. Сăмах калас, сăвă вулас текенсем питӗ нумайăнччӗ. Пурте Петӗр Хусанкайăн сăввисене вуларӗç. Петр Петровичăн вилӗмсӗр йӗркисем чăвашла, вырăсла, тутарла хăватлăн янăрарӗç фестивальте. Хусанкай çак самантра хăй те пирӗнпе пулнă, унăн тăван ялӗнче çакăн чухлӗ чăвашла калаçакан пухăннăшăн чунтан савăннă пекех туйăнчӗ. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» йӗркесен авторӗн хăйӗн çыртарса илнӗ сассине те итлерӗмӗр, шăпах çак сăвва вуланине.

Фестиваль программине Светлана Асамат ертсе пычӗ. Пухăннисене ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова, ТР Писательсен союзӗн ертӳçи Ркаил Зайдулла, ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Ольга Куликова, Петӗр Хусанкайăн ывăлӗ Атнер Хусанкай, унăн мăшăрӗ Гажидма саламларӗç. Фестиваль валли уйăрнă вăхăт шутлă пулнăран сăмах илекенсем нумай калаçса тăмарӗç, пӗрин хыççăн тепри сăвă каларӗç. Микрофон умӗнче хӗрӳллӗн калаçакан поэт-писательсен сассисене илтсе халăх тата та йышлă пуçтарăнчӗ «Хусанкай урамне».

Фестивале хутшăннисем çыравçăсене çакăн пек пӗр çӗре пухса чаплă мероприяти йӗркелени питӗ аван ӗç пулнине палăртрӗç, «кун пеккине эпир халиччен ниçта та курман» терӗç. Çакă малашне ырă йăлана кӗрессе шаннине каларӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев