Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Чакă историйӗн пӗрремӗш кӗнеки тухрӗ

Н.М. Кузьмин çырнă «История Нижнечекурского сельского поселения» кӗнеке хăтлавӗ майăн 8-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакă ялӗнчи Культура çуртӗнче иртрӗ.

Кивӗ Чакă ял хутлăхне кӗнӗ ялсем ӗнер-паян кăна йӗркеленмен, историлле документсенче 1600 çулсенчех асăнни те пур. Чăн та, историне хальччен питех тӗпчемен. Çак пысăк ӗçе ял хутлăхӗн Ветерансен канашӗн председателӗ Николай Михайлович Кузьмин 5-6 çул каялла пуçăннă. Ялсем хăçан тата ăçтан пуçланса кайнине кӗнекере асăнса хăварнă-ха вăл, çапах ытларах XX ӗмӗрпе çыхăннă пулăмсемпе çынсем: коллективизаци, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсем, хуçалăхра пысăк çитӗнӳ тунă ял çыннисем, 1930 çултан пуçланнă шкул историйӗ, унта ӗçленӗ педагогсем, Афган, Чечня вăрçисене хутшăннисем, ялтан тухнă паллă çынсем…

 Тиражӗ пурӗ те 100 экземпляр кăна пулсан та пӗлтерӗшӗ калама çук пысăк ку кӗнекен, мӗншӗн тесен – пулас ăру валли юлакан тупра. Ял хутлăхӗн историйӗ çинчен кӗнеке кăларас шухăш çуралсанах, кун пирки халăха пӗлтерсе информаци пухмашкăн пулăшма ыйтнă. Çапах кун пек чух тӗп ӗç пурпӗр автор çине тиенет. Николай Михайлович та акă архив докуменчӗсене тишкеринисӗр пуçне информацие, сăнӳкерчӗксене килӗрен пуçтарнă.

Кӗнеке Кивӗ Чакăри Михаил Архангел чиркӗвӗн пачăшки протоиерей Олег тата ял библиотекин ертӳçи, «Раççей казакӗсен союзӗ» обществăлла организацин пайташӗ Владимир Васильевич Токмаков пулăшнипе пичетленсе тухнă. Ял хутлăхӗнче тутарсем те пурăннипе ăна вырăсла çырнă.

Чăн малтан сăмаха Олег протоирей илсе Çӗнтерӳ кунӗ кăçал тепӗр историлле пулăмпа – кӗнеке хăтлавӗпе – тӳр килнине палăртса кӗнеке авторне, ăна кăларма пулăшакансене тав тунă май ял историйӗ капла пулас ăрусем валли юлнине каларӗ.

«Районти ялсен историйӗн кӗнекисене алăра нумай тытса курнă эпӗ, чи чуна çывăххи – ку, мӗншӗн тесен пирӗн ялсем çинчен. Кунта кашни хăйӗн хушаматне, хăйӗн аслашшӗ-кукашшӗне, урамне, хăйӗн çурчӗ ăçта ларнине тата асанне-кукамайсенчен илтнӗ пулăмсене палласа илет. Николай Михайловича тăрăшулăхӗпе чăтăмлăхӗшӗн тав тăватăп. Кивӗ Чакă пулас ăрушăн картта çинчи координат кăна мар халӗ, истори, çынсен шăпи. Кӗнекене критиклекенӗ те пулӗ-ха, пурте кӗмен унта. Çавăнпа халех пурте пӗрле информаци пухма тытăнар, ун чух иккӗмӗш томне кăларăпăр»,– терӗ Владимир Токмаков та.

Хăйсен ӗçтешне, кӗнекене кăларма нумай пулăшнă Владимир Токмакова, тӗрев парас шутпа районти тӗп библиотекăн ертӳçипе Гельфия Яфизовăпа коллективӗ те килнӗччӗ. Гельфия Зарифулловна кӗнеке тухнă ятпа саламланă май автора, ăна пулăшакансене тав турӗ. Владимир Токмакова тата ял библиотекин чи хастар вулавçисене Тав çырăвӗпе чысларӗ.

Литература тӗнчи тепӗр чăваш авторӗн кӗнекипе пуянланнине ТР Обществăлла палатин пайташӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова та тимлӗхсӗр хăвармарӗ. Ку кӗнеке пулас ăрушăн çав тери хаклине, пирӗн кашнин хамăрăн историе, тăван чӗлхене пӗлмеллине чӗнсе каларӗ. Мӗншӗн тесен иртнисӗр пуласлăх çук. Ирина Федоровна та пушă алăпа килмен. Тăван чӗлхепе культурăна упраса аталантарас тата «Сувар» хаçата çак тăрăхра анлă сарас ӗçсене хастар хутшăнакан Владимир Токмакова «Сувар» хаçатăн Тав хучӗпе чысларӗ. Ял библиотекине нумай пулмасть вырăсла-чăвашла чӗлхесемпе тухнă хăйӗн «Олеся çырăвӗсем» повеçне тата чăваш çыравçин Светлана Асаматăн кӗнекине парнелерӗ. Хăтлава çаплах çак йӗркесен авторӗ те пынăччӗ. Кивчакăсене, Николай Михайлович Кузьмина çӗнӗ кӗнеке тухнă ятпа саламласа Кивӗ Чакă ял хутлăхӗн историйӗн иккӗмӗш, виççӗмӗш томӗсене те кăларма сунчӗ. Хăйӗн «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекине Николай Михайловича тата Кивӗ Чакă чиркӗвӗн пачăшкине Олег протоиерее асăнмалăх парнелерӗ.

Чи кайран кӗнеке авторӗ Николай Михайлович Кузьмин сăмах илчӗ. Вăл кӗнекепе мӗнле ӗçленине, унта чăн малтан пысăк наградăсене тивӗçнӗ ял-йыша, ял историйӗн пысăк пулăмӗсене кӗртме тăрăшнине каласа пачӗ. Ял халăхӗ хăйсен çемйипе, историйӗпе çыхăннă информаципе пулăшсан кӗнекен тепӗр томне те кăларма хăй хирӗç маррине каларӗ. Ун хыççăн кӗнекен пӗрремӗш экземплярӗсене район, шкул библиотекисене, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне И.Трифоновăна тата кӗнекене кăларма пулăшнисене сцена çинче парнелерӗç.

Кӗнеке хăтлавне савăнăç хумӗ кӗртекенсем вара шкул ачисем тата Кивӗ Чакă Культура çурчӗ çумӗнчи «Герань» ансамбль пулчӗç. Сăмах май, ӗлӗк-авал ку тăрăхра казаксем пурăннине халалласа йӗркеленӗ ăна. Сцена тумне туянма вара Олег протоиерей пулăшнă. Ансамбле Владимир Токмаков ертсе пырать. Владимир Васильевичпа Олег протоиерейӗн дуэтне те итлеме кăмăллă пулчӗ. Купăс каласа, параппан çапса казак юррисене çав тери килӗшӳллӗн юрларӗç вӗсем.

 Кивӗ Чакă ял хутлăхӗн историйӗн пӗрремӗш кӗнеки кăна-ха ку, ăна çырас, кăларма пулăшас текенсем пур чух тепӗр томӗ нумай кӗттермӗ.

(Автор тата И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество