Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

ПИРӖН ТРАГЕДИ – ТИМСӖРЛӖХ, ĂССĂРЛĂХ ТАТА ӖÇКӖ

Кăçал 10 уйăхра кăна республикăри çулсем çинче 2760 авари пулнă

«Тури Услон районӗн  территорийӗ урлă иртекен Хусан – Ульяновск трасса çинче ноябрӗн 3-мӗшӗнче каçхине «КАМАЗ» автомашина аварие пула çул çинех чарăннă «Лада» çине кӗрсе кайнă. Çăмăл машинăн водителӗ вырăнтах вилнӗ, пассажирӗ йывăр суранланнă. Енчен те маларах пулнă пысăках мар аварие автоинспекторсем килессе кӗтмесӗрех «Госуслуги» порталăн «ГосуслугиАвто» уйрăмӗ урлă шута илсе çула тасатнă пулсан ку инкек пулмастчӗ. Аварире аманнисем, вилнисем çук-тăк, водительсем хăйсен хушшинче калаçса татăлса аварие электронлă майпа шута илме хăнăхмалла», – çапла пӗлтерчӗ РФ ШӖМӗн Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗн Тутарстанри управленийӗн  ертӳçи Рустем Рамилевич Гарипов «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан. Черетлӗ пресс-конференцие çулсем çинчи хăрушсăрлăх профилактикин 10 уйăхри ӗçне пӗтӗмлетнине халалланăччӗ.

 

Статистика çӳçентерет

 

– Çулсем çинче пирӗн виçӗ çитменлӗх – тимсӗрлӗх,  ăссăрлăх тата руль умне ӳсӗрле ларни, – пуçларӗ калаçăва республикăн тӗп автоинспекторӗ. Шел  те, юлашки 10 уйăх пӗтӗмлетӗвӗпе мухтанмалăх çук. Статистика çӳçентерет: 10 уйăхра рес­публикăн территорийӗ урлă иртекен федераллă трассăсем çинче – 326, регионтисенче – 465, вырăнти çулсем çинче 1969 авари пулнă. Вӗсенче 256 çын вилнӗ, тепӗр 3386-шӗ аманнă. Ку вӗт пӗр ял чухлӗ, вăрçăсăр çухату!

Рустем Рамилевич сăмахӗсем тăрăх, пӗтӗмӗшле аварисенчен 43,7 проценчӗ хирӗç килекен автомашинăпа пырса çапăннипе, 28,6-шӗ çуран çӳркекенсем çине пырса кӗнипе тата 8,7 проценчӗ çул айккине чăмнипе пулнă. Кăçал 10 уйăхра кăна çуран çӳрекенсемпе çыхăннă 790 аварие шута илнӗ. Вӗсенчен 294-шӗ çуран çӳрекенсен айăпӗпе. Ытларах чухне вӗсем юраман вырăнта çул урлă каçнă. Апла-и, капла-и – инкекре 63 çыннăн пурнăçӗ татăлнă, 749-шӗ аманнă. Çулсем çинче водителӗн кăна мар, çуран çӳрекенсем те яваплăха туймалла та çав... 

 

Ӳсӗрле руль умне ларакансен хушшинче хӗрарăмсем те пур

Асăнтăмăр ӗнтӗ, çулсем çинчи чи нумай пулнă инкексен сăлтавӗ – хăвăртлăха ӳстерни. Çулсем çинче пуçтахланса пысăк хăвăртлăхпа хирӗç çул çине сиксе тухас йăла пур пирӗн, шăпах çак ăссăрлăх 81 çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă та. Руль умне ларакана мӗн хистет-ши леш тӗнчене васкама? Патшалăх автоинспекторӗсем 10 уйăхра çул-йӗр правилине çапла майпа пăсакан тепӗр 15192 (пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3204 ытларах) водителе тытса чарман пулсан статистикăн хурлăхлă кăтартăвӗ тата мӗн чухлӗ пысăкрах пулма пултарни çинчен шутласан çӳç-пуç вирелле тăрать. 

Раççей халăхӗн тепӗр хуй­хи – 

ӗçкӗ. Ӳсӗрле руль умне ларни преступлени пулнине пӗлсе тăрсах йӗркене пăсакансем йышлă. Хăшӗ-пӗри судпа пӗрре айăпланнă пулсан та çак хăнăхăва пăрахаймасть. Шел те, ӳсӗрле руль умне хӗр-хӗрарăмсем ларнă тӗслӗхсем те сахал мар. 10 уйăхра çак сăлтавпа республикăра 184 авари пулнă, вӗсенче 29 çын вилнӗ, 44-шӗ аманнă. Тепӗр 11759 ӳсӗр водителе тытса чарнă. Ӳсӗре тинӗс те чӗркуççи таран пулнине, вӗсенчен темӗн те кӗтмеллине пурте аван пӗлетпӗр пулсан та чылай чух курмăш пулма тăрăшатпăр. Рустем Рамилевич ӳсӗрле руль умне лараканнисем пирки вăхăтра полицие пӗлтерме ыйт­рӗ. Халӗ ку енчен йывăрлăхсем ялсенче те çук, кашнин аллинче телефон, интернет пур çӗрте те тенӗ пекех лайăх ӗçлет. Автоинс­пекцин чачӗсем вара кашни районăн пур.  «Автомобиле юсама, çӗннине туянма пулать, çынсене, сывлăха мӗнле тавăрмалла? Яваплăха пурин те туймалла кун пек чух»,– терӗ кун пирки тӗп автоинспектор.

 

Мотоцикл парнелерӗн-тӗк – правилăсене те вӗрент

Шел, статистикăн чи хăрушă кăтартăвне те асăнмасăр иртмерӗ, ку вăл çул-йӗр инкекӗсенче ачасем вилни. Кăçал 10 уйăхра республикăн çул çитмен гражданӗсем хутшăннипе 364 авари пулнă. 11 ачана ӗмӗрлӗхех çухатрăмăр, тепӗр 384-шӗ аманнă. Ытлашши хака лармасть-и пире çулсем çинчи тимсӗрлӗх, çăмăлттайлăх? 

Нумай чухне ачи ăçта çӳренине ашшӗ-амăшӗ пӗлмесӗрех пурăнни çине пусăм турӗ тӗп автоинспектор. Тӗрӗссипе, ача валли самокат, велосипед, мотоцикл туянан-тăк, ашшӗ-амăшӗн яваплăхӗ тата пысăкрах пулмалла пек, анчах пур чухне те апла мар иккен. Çакна респуб­ликăн пӗр районӗнче пулнă хăрушă инкеке тӗслӗхе илсе кăтартрӗ Рустем Рамилевич. Пӗр çемьере ашшӗ-амăшӗ ачине çуралнă кун умӗн мотоцикл туянса панă, çул-йӗр правилисене вара вӗрентме шутламан. Çакна пула ачине çуралнă кунӗнче саламлас вырăнне пытарма тивнӗ вӗсен. Кăçал 10 уйăхра пулнă 2760 аварирен кашни уйрăм трагеди. Хăрушсăрлăх пиçиххийӗ патшалăх автоинспекторӗсем валли кăна тесе шутлакансем шухăшне улăштармасăр, çул-йӗр юхăмне хутшăнакан кашни çын яваплăха туйма вӗренмесӗр лару-тăру улшăнасса кӗтни усăсăр, çулсем  çине камерăсем лартнипе кăна татса пама çук ку проблемăна.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗк

 «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев