Рустам Минниханов республикăри ял хуçалăх управленийӗсене машинасем панă
«Хусан Экспора» иртнӗ церемонире пурӗ 43 машина панă
«Ял хуçалăхӗ – питӗ пӗлтерӗшлӗ тата çăмăл мар ӗç. Çак ӗçпе талăкӗпех, çулталăкне 365 кун аппаланмалла: культурăсем ӳстерессине, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессине аталантармалла тата ытти те. Районсенчи ял хуçалăх управленийӗсен службисен оперативлăхӗ – пирӗн паха ӗçри кирлӗ элемент», – тесе палăртнă Рустам Минниханов. Иртнӗ çул пӗтӗмлетӗвӗсемпе республика аграрийӗсем пысăк çитӗнӳсем тунă, республика паян çӗршыври малта пыракан субъектсенчен пӗри. Хальхи лару-тăрура ял хуçалăхӗ экономикăн тӗп отраслӗ пулса тăчӗ.
ТР Раисӗ агропромышленность комплексӗн ӗçченӗсене тав туса малашне ăнăçу суннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев