Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УЛТАВÇĂСЕН АЛЛИ КУКĂР

2022 çулта вырăнти хăйтытăмлăх органӗсенче 231 çын закона пăсни паллă

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанри муниципаллă районсенче 16 пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ. Сăмах коррупципе кӗрешесси пирки пырать. Кам кама çӗнтерет ку тапхăрта?  Çакăн çинчен юнкун «Татар-информ» ИА йӗркеленӗ пресс-конференцире журналистсене коррупцие хирӗç ӗçлеме йӗркеленӗ органсенче тăрăшакансем каласа пачӗç.

 

Вырăнти хăйтытăмлăх органӗсенче халăх интересӗсене пурнăçа кӗртессишӗн тăрăшакансенчен 231 çын закона пăсни паллă пулнă.  Вӗсенчен 225-шне дисциплинарлă яваплăх тыттарнă, 5 çын тӗлӗшпе уголовнăй ӗç пуçарма тивнӗ. «Коррупци пирки сăмах тухса ăна преступлени пек çеç пăхни сахал. Мӗншӗн тесен вăл экономикăна сиен кӳнипех çырлахмасть, граждансен ăсне арпаштарать. Çавăнпа ăна хăюллăнах социаллă пулăм теме пулать», – терӗ пресс-конференцие уçнă чух ТР Президенчӗн Коррупцие хирӗç политикин ыйтăвӗсен  управленийӗн  йӗркелӳ уйрăмӗн заведующийӗ Алексей Панкратов. 

Атня районӗнче пӗр ял хутлăхӗн пуçлăхӗ бюджет укçине хăй кӗсйине чикнӗ. Ун пирки уголовнăй ӗç уçнă. Çӗпрел районӗнчи ултавçă-чиновник çинчен те каласа пачӗç. Строительствăпа архитектурăн тӗп специалисчӗ çынсене пурăнмалли çурт тума субсиди илме пулăшма шантарнă иккен, паллах, укçалла. Сахалтан та сакăр çынна улталанă аферист. Çакăн пек хăтланнăшăн явап тытмаллах ӗнтӗ – судпа условно срок парса айăпланă çакскерне. 

Лайăш районӗнчи коррупципе çыхăннă ăнсăртсем çинчен тăтăш пулмасан та пӗрре мар илтме тӳр килнӗ. Юнкунхи спикерсем те шарламасăр ирттерсе хăвармарӗç ку района. Лайăш районӗнчи хăйтытăмлăх органӗсенче ӗçлекенсенчен  19 çынна коррупципе за­кона пăснă тесе айăпланă. Çут­çанталăк пуянлăхне упрассипе те, тупăша, пурлăха налог ор­ганӗсенчен пытарасси, пахалăхӗпе тивӗçтермен тавар йышăнасси... – айăпӗсем кашнин тӗрлӗ. Ӗçтăвкомăн тӗп бухгалтерӗ пурăнмалли çурт туянма хăй çине никама пăхăнмасăр, никамран ыйтмасăр субсиди çырни тӗрӗслевçӗсене те тӗлӗнтернӗ.  Паллах, уголовнăй ӗç пуçарса явап тыттарнă ултавçа, штраф тӳлеттернӗ. Лайăш районӗн пуçлăхӗ Ильдус Зарипов та пулчӗ пресс-конференцире, кӗскен районăн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ: «Район­та пурăнмалли çуртсем нумай тăваççӗ, çулсерен халăх йышӗ 5-6 пин çын хушăнать. Енчен те районти хăйтытăмлăх органӗсенче ӗçлекенсем тӳрӗ кă­мăллă, пӗр шухăшлă вăйлă командăна пӗрлешеймеççӗ-тӗк, инвесторсем те пирӗн пата килме пăрахӗç, социаллă тытăм та аталанаймӗ», – пăшăрханса калаçрӗ вăл. Тӗрӗслев комиссийӗ тупнă çитменлӗхсене пӗтерме район ятарлă ушкăн йӗркеленине пӗлтерчӗ Ильдус Фатихович. Коррупци пăтăрмахӗсемпе кӗ­ре­шессине те, çак енӗпе профилактика ӗçӗсем ирттерессине те ку ушкăн хăй çине илӗ.  

Спикерсем коррупци пăтăрмахӗсене пур енлӗн пăхса тухмаллине асăнчӗç. Хăш-пӗрисем пусмăрласах çынран укçа «хăйпăтаççӗ», тепӗр чух çине тăрса взятка паракансем те тӗл пулаççӗ. Должноçри çынна преступлени тума тӗкниех пулать ӗнтӗ ку. Социологсен тӗпчевӗсем кăтартнă тăрăх Тутарстанра пурăнакансенчен 10 проценчӗ взятка пама «хӗтӗртнипе» пурнăçра пӗрре те пулин тӗл пулнă. Çак вунă процентран çуррийӗ çеç коррупци преступленине тăвасран тытăнса тăнă.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев