News by date 1 April 2024
-
Хусан саммита хатӗрленет
Çак эрнерен Хусан БРИКС саммитне пӗтӗм вăйран хатӗрленме пуçлать
-
Утаман тек Хӗрлӗ кӗнекере мар
Тутарстанра вăрман упине çухалас хăрушлăхри сайра тӗл пулакан чӗрчунсен кӗнекинчен кăларнă. Сăлтавӗ — йышӗ ӳссе кайни, кун çинчен ТР Биоресурссен енӗпе патшалăх комитечӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса РБК Татарстан сайт пӗлтерет.
-
35 çул ӗçлесе 35 машрут хывнă
Мартăн 28-30-мӗшсенче Воронежра «Туристические города» I Пӗтӗм Раççейри премин финалӗ иртнӗ. Елабугăри 17 музее пӗрлештерекен патшалăх музей-заповедникӗ «Музей туризмӗн чи лайăх хули» номинацире гран-при çӗнсе илнӗ
-
Хусанти бассейнра 7-ри ача путнă
Бассейна ача аслисемпе пӗрлех килнӗ-ха, анчах мӗншӗн вӗсем юнашар пулманни паллă мар.
-
Паянтан Раççейре çурхи призыв пуçланчӗ
Паянтан Раççейре çурхи призыв пуçланнă. Вăл июлӗн 15-мӗшӗччен тăсăлӗ. Раççей Президенчӗн çакăн пирки калакан Указне право информацийӗн официаллă порталӗнче пичетленӗ.
-
Эрнелӗх гороскоп
Кунсем интереслӗ иртеççӗ, анчах хӗвӗшӳсӗр мар. Апла пулин те çухалса ан кайăр, тӗллевӗр патне çирӗппӗн утăр. Темиçе ӗçе пуçăниччен пӗрне вӗçне çитерсен ӳсӗм курăнать. Юнкун чăрмавсем сиксе тухӗç, анчах ку сире ан хăраттăр. Кӗçнерникунах лару-тăру лăпланать. Канмалли кунсенче чăннипех канăр.
-
Халăх календарĕ
• Ака уйăхӗн 1-мӗшӗ — Дарья. Çурхи шыв шавласа юхать пулсан — çулла курăк аван çитӗнет. Çак кун çанталăк мӗнле — юпа уйăхӗн 1-мӗшӗнче те çапла пулать.