Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти бассейнра 7-ри ача путнă

Бассейна ача аслисемпе пӗрлех килнӗ-ха, анчах мӗншӗн вӗсем юнашар пулманни паллă мар.

Çак кунсенче Хусанти Советский районӗнчи бассейнсенчен пӗринче 7-ри арçын ача путса вилнине хыпарлать tatarstan24.tv. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, бассейна ача аслисемпе пӗрлех килнӗ-ха, анчах мӗншӗн юнашар пулманни паллă мар. Ют çынсем асăрханă вăхăтра вăл сывламан ӗнтӗ. Васкаса çитнӗ медицина ӗçченӗсем те пулăшайман. Çак факт енӗпе РФ Уголовнăй Кодексӗн 238-мӗш статйипе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.

ПОЕЗД АЙНЕ ПУЛНĂ
Мартăн 29-мӗшӗнче Хусан патӗнчи Дербышки поселокӗ çывăхӗнчи чукун çул çинчи аварире 16-ри ачан пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, айăпӗ Chevrolet машинăн водителӗнче. Çул çитмен ачасене турттаракан таксист хӗрлӗ çутă çуннине пăхмасăр чарăнманнипе килекен поездпа çапăннă. Пӗр ача вырăнтах вилсе кайнă, ыттисем аманнă.

АВТОИНСПЕКТОРА СӖТӖРСЕ КАЙНĂ
Хусанта 16-ри водитель ПАИ ӗçченне Чистопольская урамӗ тăрăх сӗтӗрсе кайнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Соцсетьсенчи видео тăрăх, машина пысăк хăвăртлăхпа пынă. Кузовӗнчен тытăнса пынă автоинспектор машина пăркаланнипе çул çинех ӳксе юлнă. Аманнăскер хальхи вăхăтра больницăра, пурнăçӗшӗн хăрушлăх çук. 16 çулти водитель те тарайман. «Хăранипе газа пусрăм», — тесе ăнлантарнă вăл хăй хăтланăвне каярах.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия