Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Кунсем интереслӗ иртеççӗ, анчах хӗвӗшӳсӗр мар. Апла пулин те çухалса ан кайăр, тӗллевӗр патне çирӗппӗн утăр. Темиçе ӗçе пуçăниччен пӗрне вӗçне çитерсен ӳсӗм курăнать. Юнкун чăрмавсем сиксе тухӗç, анчах ку сире ан хăраттăр. Кӗçнерникунах лару-тăру лăпланать. Канмалли кунсенче чăннипех канăр.

ТАКА 21.III-20.IV 

Хутшăнусем тăнăç мар, тавлашусем, хирӗçӳсем тухма пултараççӗ. Харкам пурнăçра та, ӗçре те çаплах. Хӗрӳ туйăмсем хыççăн кайса тӗплӗн шутламасăр йышăну тумалла мар. Пысăк сумма укçа хывни теветкелленни çеç. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Хăвăра питӗ лайăх туятăр, темӗнле çӗнтерейми йывăрлăха та çăмăллăн парăнтарассăн туйăнать. Ӗçӗрти тăрăшулăхăра пуçлăх асăрхать, карьерăпа ӳсме шанăç парать. Финанс сферинче тупăш ӳсессе систереççӗ çăлтăрсем.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Ку эрнере вăй-хăват хушăннине туятăр, çавăнпа ытти чухнехинчен хăвăра çирӗпрех, хăюллăрах тыткалатăр. Харкам хутшăнусенче уççăн калаçмалла. Шухăшăрсене, туйăмăрсене уççăн, юратнă çыннăр ăнланмалла калăр. 

РАК 22.VI-22.VII 

Эрнипех кăмăлăр евӗк, таврара лайăххине çеç асăрхатăр, ыррине кăна шанатăр. Хăвăра тимлеме те, хутшăнусене лайăхлатма та ăнăçлă вăхăт. Ӗçӗрте кӗтмен ыйтусем сиксе тухӗç, анчах вăйлă интуици пулăшнипе эсир вӗсене туххăмрах татса паратăр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ӗçре, юратура тăруках тухса тăнă чăрмавсене пула çухалсах каятăр. Чăтăмлăрах пулсан, кăткăс лару-тăру вăхăтлăха пулнине астуса тăрсан хăвăра çăмăлрах туйăр. Ӗçтешӗрсемпе хирӗçесрен тытăнса тăрăр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Ку эрнере хăвăра питӗ аван туятăр, планетăсем сирӗншӗн питӗ ăнăçлă вырнаçса тухнă курăнать. Эсир çирӗп кăмăлпа ума лартнă тӗллевӗрсем патне васканă чух туйăмсемпе ӗçлӗх хушшинче шайлашу пулмаллине асра тытăр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Ытлашши тăкакланасран асăрханмалла, енчӗкӗре çирӗпрех тытмалла. Çӗнӗ проектсем пуçлама, карьерăра çитӗнӳ тума меллӗ вăхăт. Хăвăрăн çивӗч интуицие шанса теветкелленме шикленмелле мар. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Çăлтăрсем сирӗншӗн ăнăçлă «тăрса тухнă» тӳпере. Хăвăр ӗмӗтленнине пурнăçлама вăй-халăр çителӗклех, унпа пӗлсе усă курмалла çеç. Пӗр-пӗрне шанни, уççăн калаçни çемйӗрте килӗшӳ тума пулăшать. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Планетăсен хăвачӗ сире пулăшса пымасть, çавăнпа çулăр çинче шав чăрмавсем пулаççӗ. Халь лăпкă пулмалла, тимлӗхӗре ан çухатăр. Тарăхнине, шанăçа çухатнине ирттерсе ямасан лару-тăру япăхӗ çеç. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Эсир лăпкă, хăвăра шанатăр, вăй-хал туятăр. Çутçанталăк панă лидер пултарулăхӗ шăп çак кунсенче туллин палăрать сирӗнте, çавăнпа çăмăллăнах хăвăр çине явап илсе йышăну тума пултаратăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Çитӗнӳ тума шанăç пур çак эрнере, ырă хăват пулăшса тăрать сире. Сирӗн çутçанталăк илӗртӳлӗхӗ халь питӗ вăйлă. Çавăнпа çынсемпе паллашса пӗр чӗлхе тупма ансат. Ӗçре ӳсме шанăç пулать. Пӗчченнисен романтика хутшăнăвӗсем пуçланӗç. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Ку эрнере туйăмăрсем çинчен уççăн каламалла. Финанс ыйтăвӗсене татса панă чух тавçăруллăрах пулсан укçа-тенкӗпе йывăрлăх хăратмӗ. Юратнă çыннăрпа шухăшсем пӗр килмеççӗ-тӗк, вӗсене уççăн сӳтсе явмалла. Пӗчченнисем çак эрнере шанăçне çухатӗç, апла пулин те ӗненме пăрахмалла мар, тӗрӗс, сире кирлӗ çын пурах пурнăçра, тупăнатех.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп