Халăх календарĕ
• Ака уйăхӗн 1-мӗшӗ — Дарья. Çурхи шыв шавласа юхать пулсан — çулла курăк аван çитӗнет. Çак кун çанталăк мӗнле — юпа уйăхӗн 1-мӗшӗнче те çапла пулать.
• Ака уйăхӗн 2-мӗшӗ — Фотинья. Пусăран ăснă шывпа çăвăнмалла — вăл çак кун уйрăмах сиплӗ теççӗ.
• Ака уйăхӗн 3-мӗшӗ — Кирилл. Çак кун каçпа тӳпенелле пăхма хушмаççӗ: ӳкекен çăлтăр курни — ырра мар.
• Ака уйăхӗн 4-мӗшӗ — Василий. Хӗвеле сăнамалла: енчен те вăл хӗрлӗ ункăсемпе тухать — кăçал тухăç лайăх пулать. Тӳпере кăвак пӗлӗтсем шуни — ăшă пуласса тата çумăра. Кăткă йăви çинчи юр çурçӗр енчен малтан ирӗлет пулсан — çулла ăшă та вăрăм пулать.
• Ака уйăхӗн 5-мӗшӗ — Никон. Пӳрт-çурта тасатмалли, кăмака шуратмалли вăхăт.
• Ака уйăхӗн 6-мӗшӗ — Артемон. Каçпа ăшă-тăк — çуркунне те ăшă. Çак кун çумăр çусан — выльăх-чӗрлӗхшӗн лайăх çул; юр çусан — хуратул ăнса çитӗнет; сивӗ пулсан — сӗлӗпе виртен пысăк тухăç кӗтмелле.
• Ака уйăхӗн 7-мӗшӗ — Пăлхавăшни. Çак кун ӗçлеме юрамасть. Çумăр çусан — ыраш ăнать, аслати авăтсан — мăйăр витри-витрипе татмалăх пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев