News by date 2 July 2025
-
Shanu этно-джаз ушкăн çитес тунтикун Мускавра Алексей Козловăн клубӗнче концерт парать
Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть, Shanu ушкăнра та акă улшăнусем пулса иртнӗ. Дмитрий Лысов (джаз пианисчӗ, талантлă музыкант, аранжировщик) кайнă хыççăн ушкăнпа Андрей Руденко ӗçлеме пуçланă.
-
Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ тата хӳтӗлекен мӗнпур салтака сума суса Нурлатра «Берет» монумент уçăлчӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче, Тӗрлӗ вăрçа хутшăннă çар ветеранӗсен кунӗнче, Нурлат хулинчи астăвăмпа мухтав мемориал комплексӗнче салтак сумӗпе хăюлăхӗн символӗн – Беретăн– монуменчӗ уçăлчӗ. Авторӗ – Анат Нурлат микрорайонӗн обществăлла хăйтытăмлăх управленийӗн ( ТОС) председателӗ, Афган вăрçин ветеранӗ, тимӗрçӗ-ӳнерçӗ Айрат Рифович Гареев.
-
Юнашар хăмăр упа пулма пултарать!
Тутарстанра юлашки вăхăтра ялсем çывăхӗнче хăмăр упасене курнине ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӗсене тӗл пулсан мӗн тумаллине пӗлмеллех.
-
Тепӗр çул мӗнле канăпăр?
Раççей Ӗç тата социаллă хӳтлӗх министерстви о РФ Правительствин 2025 çулта канмалли кунсене куçарасси пирки калакан Постановленийӗн проектне хатӗрленӗ. Ăна regulation.gov.ru порталта пичетленӗ. Унпа килӗшӳллӗн Раççейре Çӗнӗ çул уявӗсем декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 11-мӗшӗччен – 12 куна тăсăлаççӗ.