Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Shanu этно-джаз ушкăн çитес тунтикун Мускавра Алексей Козловăн клубӗнче концерт парать

Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть, Shanu ушкăнра та акă улшăнусем пулса иртнӗ. Дмитрий Лысов (джаз пианисчӗ, талантлă музыкант, аранжировщик) кайнă хыççăн ушкăнпа Андрей Руденко ӗçлеме пуçланă.

Shanu этно-джаз ушкăн çитес тунтикун, июлӗн 7-мӗшӗнче, Мускавра, Маросейка 9/2 адреспа вырнаçнă Алексей Козловăн клубӗнче концерт парать. Мускавра пурăнакан чăвашсем кӗтеççӗ вӗсене. Çук-çук та тӗп хулара пурăнакан пӗлӗшсен социаллă сетьсенчи страницисенче, Телеграм-каналӗсенче çырнине асăрхатăп.

«Shanu  йӗркеленнӗренпе ун çинчен Раççейре кăна мар ют çӗршывсенче те  пӗлсе çитнӗ. «Shanu берет нас в довольно дикую поездку по своему звуковому ландшафту. Здесь нет ни облачка – это счастье и праздник жизни, которую стоит прожить», – тесе çырнă сăмахран Норвегири Beatradar журнал вӗсен юлашки синглӗ пирки. Хамăрăн ентешсене мухтанине куратăн та чун савăнать. Ушкăн солистки Вера Кожеманова чăваш юрри-кӗввине çапла тӗнче шайне кăларасса малтанласа хăй те шутламан пулӗ. Вăл çак çул умӗнче тăнă тапхăра эпӗ питӗ лайăх астăватăп. Ун чух час-час тӗл пулаттăмăр. Вера маларах эстрада юррисене те питӗ хăйнеевӗр урăхларах юрлатчӗ – джаз манерӗ малтанах пурччӗ унра. Хам та пӗрре мар: «Вера, санăн джаз юрламалла» – тесе каланă. Çак енӗпе аталану çулне чăваш халăх юррисемпе çыхăнтарни вара пуринчен те пахи. Ăнланакансем çакна хаклаççӗ. Ун репертуарӗнче питӗ те авалхи юрăсем. Вӗсем джаз музыкипе питӗ те килӗшӳллӗн сыпăнаççӗ.

Халăхăн кулленхи кунӗпе çыхăннă фольклора джаз, лаунж ытти жанрпа пурте килӗшӳллӗ сыпăнтараймаççӗ. Авалхипе хальхине шайлашуллă килӗштернӗ Хусан ушкăнне ытти музыкантсемпе пăтраштараймăн, пӗрремӗш аккордсенченех палласа илетӗн. Музыка тӗнчи Shanu этно-джаз ушкăна пӗлет. Вӗсене пӗрре мар ятлă джаз фестивальсене чӗннӗ, чӗнеççӗ те. 2023 çулта Moscow Jazz Festival-е, каярах Новокузнецкра иртнӗ KуZня ДжаZz, Чулхулари Ural Music Nidht-а, Хусанти TatCultFest, Skazka фестивальсене хутшăннă.  Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонийӗнче концерт панă, Воронежри филармонин «Воронежская камерата» тата Культура каналти «Шаболовка 37» программа хăни пулнă.

Çитӗнӳсем

Маларах çыртăм ӗнтӗ, Shanu ячӗ тӗнчене сарăлни çинчен. Ушкăн пултарулăхне тивӗçлӗ хак парса Beatradar журналсăр пуçне Бразилин Roadie Music, Германин Berlin On Air, Британин Secret Eclectic  ятарлă кăларăмсем тата Jazzist.ru сайт мухтаса çырса кăларнă.

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, ушкăн пӗрремӗш çул мар Раççейӗн паллă музыканчӗпе Сергей Клевенскипе тачă çыхăнса ӗçлет. Вăл вара чаплă мультиинструменталист, кларнетран пуласа волынка таранах алла илнӗ. Çак шайри гуру вара кашни тӗл пулнă музыкантпа ӗçлемест, суйласа кăна. Ку та Shanu шайне кăтартакан паллă. Шăпах вӗсен пӗрлехи юлашки синглне Zvuk тата çӳлерех асăннă ют çӗршывсен журналӗсем асăрханă та.

Çитӗнӳсем сахал мар этно-джаз ушкăнăн. 2023, 2024 çулсенче Мускав джаз фестивалӗн çамрăк джаз коллективӗсен Пӗтӗм Раççейри конкурсӗнче, пӗлтӗр «Русский джаз» авторла джазăн Халăхсен хушшинчи пӗрремӗш фестиваль-конкурсра çӗнтерӳçӗсен шутне кӗнӗ. What s Going  On композицийӗ Раççей джазӗн International Jazz Day 2024 Russia сборникне кӗнӗ.

Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть

Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть,  Shanu ушкăнра та акă улшăнусем пулса иртнӗ. Дмитрий Лысов (джаз пианисчӗ, талантлă музыкант, аранжировщик) кайнă хыççăн ушкăнпа Андрей Руденко ӗçлеме пуçланă. «Большой мастер фортепиано в джазовой ансамблевой идиоме, здесь он предстаёт в роли солиста — мыслителя, созерцателя, исследователя звуковых пространств. Глубокая, програмно- захватывающая, эмоционально зрелая работа, значимость которой нужно будет ещё осознать», – çапла хакланă ăна «Джаз.ру» тӗп редакторӗ Кирилл Мошков.

Shanu feat Ruden Jazz  концерта музыкант пианист тата  аранжировщик пек хутшăнать. Дмитрий Лысов кайнă хыççăн пăлхануллă лару-тăрăва кӗрсе ӳкнӗччӗ Вера. Пăртакран унпа çыхăнсан вăл савăнса çӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ – Андрей Руденкопа ӗçлеме тытăннине ӗнтӗ. Вăл вара музыка тӗнчинче паллă маçтăр. Тӗрлӗ вăхăтра музыкант Давид Голощекинпа, Дейв Флемингпа, Майкл тата Риччи Баклисемпе тата ытти джаз çăлтăрӗсемпе ӗçленӗ. Пӗлекенсем хак панă тăрăх, Андрей Руденко халăхран тухнă материалпа пит черчен, асăрхануллă ӗçлет, юррăн оригиналлă тытăмне упраса хăварса ăна джазпа сыпăнтарать. Мускавра иртекен концертра та акă авалхи юрăсен çепӗç хумӗ, несӗлсен ритмӗ тата кăштах шаманизм та пулассине систереççӗ. 

Мускавсене кăштах ăмсанатăп та, вӗсене тӗлӗнмелле событи кӗтет.

Ирина ТРИФОНОВА.  

Сăнӳкерчӗксем В.Кожеманова харпăр архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура