Тепӗр çул мӗнле канăпăр?
Раççей Ӗç тата социаллă хӳтлӗх министерстви о РФ Правительствин 2025 çулта канмалли кунсене куçарасси пирки калакан Постановленийӗн проектне хатӗрленӗ. Ăна regulation.gov.ru порталта пичетленӗ. Унпа килӗшӳллӗн Раççейре Çӗнӗ çул уявӗсем декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 11-мӗшӗччен – 12 куна тăсăлаççӗ.
2026 çулта вăрах канмалли кунсем çапларах пулӗç: февралӗн 21-23-мӗшӗсенче – Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ, мартăн 7–9-мӗшӗсенче – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ, майăн 1-3-мӗшӗсенче тата 9-11-мӗшӗсенче – Çуркуннепе Ӗç уявӗ тата Çӗнтерӳ кунӗ, июнӗн 12-14-мӗшӗ – Раççей кунӗ, ноябрӗн 4-мӗшӗ – Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ, декабрӗн 31-мӗшӗ – Çӗнӗ çул умӗнхи канмалли кун.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев