Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ тата хӳтӗлекен мӗнпур салтака сума суса Нурлатра «Берет» монумент уçăлчӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче, Тӗрлӗ вăрçа хутшăннă çар ветеранӗсен кунӗнче, Нурлат хулинчи астăвăмпа мухтав мемориал комплексӗнче салтак сумӗпе хăюлăхӗн символӗн – Беретăн– монуменчӗ уçăлчӗ. Авторӗ – Анат Нурлат микрорайонӗн обществăлла хăйтытăмлăх управленийӗн ( ТОС) председателӗ, Афган вăрçин ветеранӗ, тимӗрçӗ-ӳнерçӗ Айрат Рифович Гареев.
Афган тата ытти хӗç-пăшаллă хирӗçтăрусен инваличӗсен Тутарстанри обществăлла организацийӗн районти уйрăмӗн председателӗн Ришат Рашитович Сафиуллинăн пуçарăвӗпе вырăнти çар ветеранӗсем ӳлӗмрен Нурлат хулипе районӗнче июлӗн 1-мӗшӗнче Берет кунне паллă тума йышăннă. Берета палăк лартма шăпах вăл сӗннӗ те. Автор вара ун çумне тата салтак пиçиххине те хушнă. Шухăшӗ çав тери аван та вырăнлă, уйрăмах ятарлă çар операцийӗнче салтаксем юн тăкнă вăхăтра. Ку палăк Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ тата хӳтӗлекен мӗнпур салтака сума суни кăна мар, çамрăксене патриотизм воспитанийӗ пани те, вӗсем те тивӗçлӗ хӳтӗлевçӗсем пулмалла. Афган вăрçин вучӗ витӗр иртнӗ тимӗрçӗ-художник эскиза пӗр кунрах хатӗрленӗ.
Сăмах май, Айрат Рифовичăн пӗрремӗш палăкӗ мар ку. Пӗлтӗр Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне Нурлат хулинче 3 метр тăршшӗ юпасем çине вырнаçтарнă виçӗ тăрна композициллӗ монуменчӗ уçăлнă. Ăна автор Афган, Чечня вăрçисенче тата СВОра пуç хунă ентеш-салтаксене халалланă.
Айрат Рифович Гареев палăксене тимӗртен пӗчченех, çитменнине хăй укçипе, ăсталать. Ятарлă çар операцине те нумай пулăшать вăл. Салтаксем ыйтнипе фронтри госпитальсем валли çав тери кирлӗ костыльсемпе туясем тата кустăрмаллă наçилккасем ăсталаса ăсатать. Тӗрлӗ вăрçа хутшăннă çар ветеранӗсен кунне халалланă торжествăлла митинга Нурлат хулипе районӗн ертӳçи Дамир Азатович Ишкинеев, районăн çар комиссарӗ Закир Каримович Абдуллин , Афган тата ытти хӗç-пăшаллă хирӗçтăрусен инваличӗсен республикăри обществăлла организацийӗнчи районти уйрăмӗн ертӳçи Ришат Рашитович Сафиуллин, «Боевое братство» организацин районти уйрăмӗн ертӳçи Зиннур Аухатович Мутагиров, тӗрлӗ тӗрлӗ вăрçа хутшăннă çар ветеранӗсем хутшăннă.
Ирина КУЗЬМИНА.
А. Гареев сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев