News by date 3 February 2025
-
Аварисен шучӗ чакнă, анчах вилнисен шучӗ ӳснӗ
Патшалăх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, 2024 çулта руль умне ӳсӗр ларнипе 26 авари пулнă, вӗсенче 13 çын вилнӗ. Хирӗç çул çине тухнипе 21 çыннăн пурнăçӗ татăлнă. Çуран çӳрекенсем çине кӗрсе кайнипе, юраман вырăнта чарăннипе тата ытти сăлтавсене пула та вилеççӗ çынсем çул çинче. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, аварисен шучӗ чакнă, анчах вилнисен шучӗ (41 çын ытларах) ӳсни палăрать.
-
Февралӗн 8-мӗшӗнче «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ –2025» иртет
Хусанта çитес шăматкун «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ», республика районӗсенче «Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ» массăллă спорт ăмăртăвӗсем пулаççӗ. 1982 çултан пуçласа çулсерен иртекен мероприятие çӗршывăн 70 субъектӗнчен 500 пин ытла çын хутшăнать.
-
Пӗтӗмӗшле илсен эрне питӗ çăмăллăн, кăмăллăн иртет
Эпир хамăра лайăх туятпăр, ума тӗллевсем лартатпăр, вӗсем патне çитме ăс-тăн çителӗклех, чăрмавсем хăратмаççӗ. Юратура ăнланманлăхсем пӗтеççӗ, вăй-хăвата кирлӗ çӗре яратпăр.
-
Паян уяр пулсан çуркунне те уяр пулать
Нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗ – Максим. Сивӗ те типӗ – çурла уйăхӗ шăрăх та типӗ пулать. Каçхи тӳпе таса-тăк – кӗлетсем кăçал пушă пулаççӗ.