Аварисен шучӗ чакнă, анчах вилнисен шучӗ ӳснӗ
Патшалăх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тăрăх, 2024 çулта руль умне ӳсӗр ларнипе 26 авари пулнă, вӗсенче 13 çын вилнӗ. Хирӗç çул çине тухнипе 21 çыннăн пурнăçӗ татăлнă. Çуран çӳрекенсем çине кӗрсе кайнипе, юраман вырăнта чарăннипе тата ытти сăлтавсене пула та вилеççӗ çынсем çул çинче. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, аварисен шучӗ чакнă, анчах вилнисен шучӗ (41 çын ытларах) ӳсни палăрать.
Республикăри çулсене ятарлă батальон тӗрӗслесех тăрать. Унăн тӗп тӗллевӗ – юхăма хутшăнакансене пурне те хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси тата йӗркене пăсасран асăрхаттарасси.
Автоинспекторсем çул-йӗр юхăмне хутшăнакансене пурне те хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма чӗнеççӗ. Йӗркене пăсакансене тупас тесе рейдсем ирттерни, аварисен шутне чакарма пулăшать.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев