Паян уяр пулсан çуркунне те уяр пулать
Нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗ – Максим. Сивӗ те типӗ – çурла уйăхӗ шăрăх та типӗ пулать. Каçхи тӳпе таса-тăк – кӗлетсем кăçал пушă пулаççӗ.
• Нарăс уйăхӗн 4-мӗшӗ – Тимофей. Çак кун тӗлне юр мӗн чухлӗ нумайрах, çулла тухăç çавăн чухлӗ нумайрах пулать. Тăман тухсан эрнипе çил-тăманлă пулать. Кăнтăрла тӗлӗнче хӗвел йăлтăртатса пăхать – çуркунне ир килет тата ăшă пулать.
• Нарăс уйăхӗн 5-мӗшӗ – Агафий. Çак кун юр нумай-тăк – кăçал тырпул ăнса пулать. Хӗвеллӗ кун – çуркунне ир килет тата ăшă пулать. Сивӗ те хӗвеллӗ – çурла уйăхӗ шăрăх пулать.
• Нарăсăн 6-мӗшӗ – Аксинья. Çак кун çуркунне епле пуласса кăтартать. Тăманлă çанталăк çуркунне вăрăма тăсăласса систерет.
• Нарăсăн 7-мӗшӗ – Григорий. Çанталăка сăнамалла: кăнтăрлаччен мӗнле – çитес хӗлӗн пӗрремӗш çурри те çапла; кăнтăрла хыççăнхи çанталăк хӗлӗн иккӗмӗш çурри епле пуласса кăтартать. Çак кун юр çусан çитес хӗл хăвăрт лармасть. Кăсăя ирпе хыттăн юрлать – сивӗсем тата та пулаççӗ.
• Нарăсăн 8-мӗшӗ – Федор. Пăрçапа усă курса юмăç яраççӗ: енчен те пăрçа турилкке тӗпӗнче сас кăларса кусать – шартлама сивӗсем пулаççӗ-ха, сасăсăр – юр çăвать. Ку кунхи çанталăк çуркунне епле пуласса кăтартать.
• Нарăсăн 9-мӗшӗ – Златоуст. Пӗлӗтсем çиле хирӗç шăваççӗ-тӗк – юр çăвасса; кантăксем тарлани – ăшăтасса. Хирте юр хумлăн-хумлăн выртать – тухăçлă çул пулать. Уйăх шап-шуррăн курăнать-тӗк – сивӗтессе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев