Пӗтӗмӗшле илсен эрне питӗ çăмăллăн, кăмăллăн иртет
Эпир хамăра лайăх туятпăр, ума тӗллевсем лартатпăр, вӗсем патне çитме ăс-тăн çителӗклех, чăрмавсем хăратмаççӗ. Юратура ăнланманлăхсем пӗтеççӗ, вăй-хăвата кирлӗ çӗре яратпăр.
ТАКА 21.III – 20.IV
Кунсем ăнăçлă иртеççӗ. Хăвăра çăмăл, лайăх, вăйпитти туятăр, шухăшăрсем васкавлă. Çитӗнӗве пит ӗненнипе, хăвăра ытлашши шаннипе лару-тăрăва пур чух та тӗрӗс хаклама ӗлкӗрейменни курăнать.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çитес эрнере шутланине пурнăçлама шанăç пулать, темиçе те. Вӗсемпе усă курайăр-и? Çакă хăвăра мӗнле туйнинчен килет. Ыйтусене татса панă чух тарăхасси, çынпа хирӗçесси пирки систереççӗ çăлтăрсем. Тӳсӗмлӗрех пулмалла. Харкам пурнăçра, пӗтӗмӗшле илсен, эрне лăпкăн иртет.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Кăмăлăр евӗк, хăвăра лăпкă, лайăх туятăр. Çитӗнӳ тумалла чух çаксем шăпах кирлӗ те, уйрăмах ӗçре. Харкам пурнăçра йăлт аван тееймӗн – кӳренӳсем, хирӗçӳсем, пӗр-пӗрне ăнланманни тупăнсах тăрать.
РАК 22.VI – 22.VII
Харкам пурнăçра йăлт лайăх – хутшăнусем çирӗпленсе пыраççӗ, юратнă çыннăрпа эсир ачаш, çепӗç. Çак ырă енcем çитменлӗхсене те пӗтереççӗ. Анчах ӗçре пач урăхла – сире хисеплемеççӗ, тивӗçлипе хакламаççӗ пек туйăнать.
АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII
Эсир халь питӗ хавхалануллă, вăр-вар тыткалатăр хăвăра, умри тӗллев патне çитме çăмăл çакăн пек чух. Анчах çăлтăрсен витӗмӗ тӗрлӗрен пулать – çынсемпе калаçса татăлма çăмăл мар çак кунсенче. Влаçшăн тупăшасси те, авторитетшăн кӗрешесси те пулӗ.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Ку таранччен пухăннă ыйтăвăрсене татса пама пысăк пуçлăхсем пулăшаççӗ. Анчах сапăрлăх çитменнипе е çийӗнчех ăнкарса илме ӗлкӗрейменнипе-и, кирлӗ пек усă курма пӗлейместӗр çакăнпа.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Питӗ лайăх эрне. Нумай çынпа хутшăнма тӳр килет, калаçусем усăллă пулаççӗ, кăмăлăра çӗклеççӗ. Çак кунсенче хăвăршăн питӗ пӗлтерӗшли пирки калаçса татăлма тивет. Аçăр-аннӗрпе тӗл пулни кăмăлăра уçать.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Вăрçăнмаллисем тупăнсах тăраççӗ. Таврари çынсемпе куçа-куçăн тăрса хирӗçмех тивет курăнать. Çынсене мӗнле пур çавăн пек тиркемесӗр йышăнсан, ыррине ытларах шансан, чунăра уçма шикленмесен йăлт аван пулать.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Проектсене пурнăçлама, ӗçре çитӗнӳсем тума ăнăçлă эрне. Апла пулин те харкам пурнăçра юратнă çыннăрпа пӗр чӗлхе тупма çăмăл мар. Хăвăрт улшăнса тăракан кăмăлăр та лару-тăрăва çивӗчлетет.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Нумайлăха планлама пăрахмастăр, оптимизм тапхăрӗ малаллах аталанать курăнать. Харкам хутшăнусене çирӗплетме лайăх çак кунсенче. Тен, театра е кинона кайса килӗр? Сирӗн халь шăмшака кантармалла, чуна савăнтармалла.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Питӗ ырă, ăнăçлă эрне. Эсир хавхалануллă, çирӗп кăмăллă, хăвăра лайăх туятăр. Шывтăкансен çуралнă кун уявӗсем пыраççӗ, çавăнпа пулни-иртнине пӗтӗмлетсе малашлăха плансем тума вăхăт.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Шахвăртса каланисем, теме систерекен паллăсем чылай пулаççӗ. Çавăнпа интуицие тимлемелле. Çавăн пекех ку эрнере хăвăрăн интерессене хӳтӗлеме тивет. Кăткăс пулать çакна тума, анчах пуçа усма хушмаççӗ çăлтăрсем.
«Kandinsky» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев