Февралӗн 8-мӗшӗнче «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ –2025» иртет
Хусанта çитес шăматкун «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ», республика районӗсенче «Тутарстан йӗлтӗр йӗрӗ» массăллă спорт ăмăртăвӗсем пулаççӗ. 1982 çултан пуçласа çулсерен иртекен мероприятие çӗршывăн 70 субъектӗнчен 500 пин ытла çын хутшăнать.
Асăннă ăмăртусен тӗллевӗ – çамрăксемпе аслисене тăтăшах йӗлтӗрпе ярăнма явăçтарасси тата ăна малалла аталантарасси, халăх хушшинче физкультурăпа спорта пропагандăласси.
Кăçалхи Аслă çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă старта «Вăрăм та активлă пурнăç» наци проекчӗ шайӗнче йӗркелеççӗ.
Ăмăртăва опытлă спортсменсем те, активлă канăва юратакансем те хутшăнма пултараççӗ. Тӗп услови – кашнин медицина справки пулмалла, февралӗн 6-мӗшӗччен Патшалăх услугисен харпăр кабинечӗ урлă регистраци иртмелле.
Хутшăнакансем валли тӗрлӗ дистанцисем хатӗрлеççӗ. 2007 çулта тата каярах çуралнисем 5 çухрăм чупса ăмăртӗç, 2006 çултисем тата аслăраххисем –10 çухрăм. Йăлана кӗнӗ 2 çухрăма тăсăлакан дистанцисем те пулаççӗ площадкăсенче.
Хусанта йӗлтӗрçӗсене «Локомотив» стадионра, Горки-Ометьево вăрманӗнче тата Дербышкири Комсомольское кӳлӗ хӗрринче кӗтеççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА .
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев