News by date 3 March 2026
-
БРИКС çӗршывӗсен Халăхсен хушшинчи илем конкурсӗн историйӗ Хусанта пуçланать
Мартăн 1-8- мӗшӗсенче БРИКС çӗршывӗсен Халăхсен хушшинчи «Miss, Mrs, Littl Miss BRIKS-2026» илем конкурсӗ иртет. Мартăн 2-мӗшӗнче вăл Казань Экспора чаплă церемонипе уçăлчӗ.
-
Почтальонсене конкурса хутшăнма чӗнеççӗ
Тутарстанра Пӗтӗм Раççейри «Земский почтальон» конкурсăн суйлав тапхăрӗ пуçланнă. Кун пирки Раççей Почтин пресс-служби пӗлтерет.
-
Финанс пӗлӳлӗхне шкул ачисем апрелӗн 2-мӗшӗччен тӗрӗслеме пултараççӗ
Пӗтӗм Раççейри финанс пӗлӗвӗпе тата предпринимательствăпа онлайн-олимпиада март уйăхӗн 3-мӗшӗнче пуçласа апрель уйăхӗн 2-мӗшӗччен иртет. Кăçал унта шкул ачисем кăна мар, 5 çултан пуçласа 7 çулчченхи шăпăрлансене те хутшăнма пултараççӗ.
-
Поэт юбилейӗпе хавхаланнă ӳнерçӗсен куравӗ
Ӗнер Санкт-Петербургри Национальноçсен çуртӗнче сӑвӑç, паттӑр Муса Джалиль çуралнӑранпа 120 çул çитнине халалланӑ «Муса Джалиль сӑнарӗ хальхи Петербург художникӗсен пултарулӑхӗнче» курав уçӑлнӑ
-
Республикӑри вожатӑйсен шкулӗ уçăлнă
Хусанта республикӑри вожатӑйсен шкулӗ ӗçлеме пуçланă, унта вӗренме 700 ытла заявка килнӗ. «Урам» экстрим-паркра иртнӗ торжествăлла церемоние 150 яхӑн çын хутшӑннă, онлайн мелпе пăхакансем те пулнă. Вӗренӳ проектне ТР Çамрӑксен ӗçӗсен министерстви пулӑшнипе «Лето» республика центрӗ тата «Движение Первых» юхăмăн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.
-
Хусанта миграци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен уйрăма çӗнетнӗ, кун каçиччен вăл 350 çын йышăнма пултарать
ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, çӗнӗ уйрăмра миграци учетне тăма, унтан тухма, çавăн пекех çӗршывра пурăнмалли вăхăта тăсма е кӗскетме тата ятарлă реестртан кăларма заявка пама пулать.