Почтальонсене конкурса хутшăнма чӗнеççӗ
Тутарстанра Пӗтӗм Раççейри «Земский почтальон» конкурсăн суйлав тапхăрӗ пуçланнă. Кун пирки Раççей Почтин пресс-служби пӗлтерет.
Конкурса «Единая Россия» партин «Российское село» проекчӗ пулăшнипе Раççей Почти, Раççей Ял хуçалăх министерстви, РФ Цифра аталанăвӗпе çыхăну министерствитата Çыхăну ӗçченӗсен профсоюзӗ йӗркелет. Унăн тӗллевӗ – почтальон профессийӗн пӗлтерӗшне ӳстересси тата çамрăк специалистсене ялта ӗçлеме хавхалантарасси.
Конкурса 50 пин çын таран пурăнакан ял-хуласенче çулталăкран кая мар ӗçлекен почтальонсем хутшăнма пултараççӗ. Апрелӗн 2-мӗшӗччен хутшăнакансенчен йӗркелӳçӗн сайтӗнче (https://земскийпочтальон.рф.) онлайн-заявкăсем йышăнаççӗ. Иккӗмӗш тапхăрта, апрель уйăхӗн 3-мӗшӗнчен пуçласа 24-мӗшӗччен, регионти эксперт комиссийӗсем заявкăсене хакласа финалистсене суйлаççӗ. Финал май уйăхӗн 26-мӗшӗнче Мускавра иртет.
Майăн 4-мӗшӗнчен пуçласа 25-мӗшӗччен «ВКонтактри» Раççей Почтин ушкăнӗнче финалистсен заявкисен хушшинче «Народный почтальон» ятарлă номинаципе сасăлав иртет.
2025 çулта конкурса 3 000 ытла заявка килнӗ, вӗсенчен жюри Раççейри пур регионтан 86 финалиста суйланă. Финал июнӗн 5-6-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раççейри ял ӗçченӗсен форумӗнче «Россия» наци центрӗнче пулнă. Ятарлă номинацисенче çичӗ çӗнтерӳçе палăртнă. «Земский почтальон – 2025» ята Пушкăрт Республикинчен Зиля Романова çӗнсе илнӗ. 96 000 ытла çын хутшăннă онлайн-сасăлавра Ставрополь крайӗнчи Анна Кулешова çӗнтерсе «Народный почтальон» титула тивӗçнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев