БРИКС çӗршывӗсен Халăхсен хушшинчи илем конкурсӗн историйӗ Хусанта пуçланать
Мартăн 1-8- мӗшӗсенче БРИКС çӗршывӗсен Халăхсен хушшинчи «Miss, Mrs, Littl Miss BRIKS-2026» илем конкурсӗ иртет. Мартăн 2-мӗшӗнче вăл Казань Экспора чаплă церемонипе уçăлчӗ.
Хусан черетлӗ хутчен тӗнче варри пулса тăчӗ. Историре те пӗрремӗш хут иртекен БРИКС çӗршывӗсен Халăхсен хушшинчи «Miss, Mrs, Littl Miss BRIKS-2026» илем конкурсне Тутарстан тӗп хули йышăнать. Мероприяти мартăн 1-8- мӗшӗсенче пулать.
Унта 17 çӗршывран пурӗ 51 конкурсантка хутшăнать, вӗсем пурте хăйсен çӗршывӗсенче иртнӗ илем конкурсӗсен çӗнтерӳçисем. Çул ӳсӗмне кура «Миссис Брикс», «Мисс Брикс» тата «Маленькая мисс Брикс» номинацисем палăртнă. Конкурс президенчӗ Динара Саляхова пӗлтернӗ тăрăх, çапла майпа хутшăнакан çӗршывсен хăйне евӗр культурине туллин, пур енлӗ çутатас тенӗ.


БРИКС çӗршывӗсен илем конкурсӗ ку йышши мероприятисем тавра çӳрекен стереотипсене тӗпрен аркатать. Кунта тӗп вырăнта илем урлă çӗршывсен туслăхне, пӗрлӗхне кăтартасси.
Конкурс программинче хутшăнакансен йăлари хатӗрленӗвӗсемсӗр пуçне тӗрлӗ мастер-классем, социаллă пӗлтерӗшлӗ акцисем, экскурсисем, культурăсен ылмашăнăвӗ.
Тӗп мероприятисен шутӗнче – конкурса уçассипе хупассин церемонийӗсем. Мартăн 2-мӗшӗнче конкурс Казань Экспо халăхсен хушшинчи курав центрӗнче чаплă церемонипе уçăлчӗ. Сценарине йăлтах мускавсем хатӗрленӗ. Илем конкурсӗсенче пулман мар, анчах ку пуринчен те ирттерчӗ – шухăшӗпе, пӗлтерӗшӗпе, анлăшӗпе. Хӗрарăм сăнарне çӳлтен-çӳле çӗклерӗ вăл. Мӗн чухлӗ писатель, поэт хӗрарăма халалласа вилӗмсӗр сăмахсем çырса хăварнă. Çавсем шăранчӗç сцена çинчен. Михаил Жванецкин монологӗ, Родион Щедринăн Майя Плисецкаяна халалланă сăмахӗсем чуна хумхантарчӗç.
Конкурс патшалăх гимнӗпе пуçланни те çӗнӗлӗх. Раççей тата Тутарстан гимнӗсене тутар халăх артистки Эльмира Калимуллинапа Игорь Крутойăн Хусанти хорӗ юрларӗ. ТР Раисӗн саламне Тутарстан Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева çитерчӗ.

Сценари ювелир сăнарӗ тавра йӗркеленнӗ. Ку ахальтен мар. Церемонин тӗп режиссерӗ Евгения Беспалая палăртнă тăрăх, çӗнтерӳçӗсем валли хатӗрленӗ коронӑсене БРИКС çӗршывӗсенче кӑларакан хаклă чулсемпе капӑрлатнӑ. «Ахах-мерчен – Китай, морганит – Бразили, бриллиант – Раççей тата Кăнтăр Африка, сапфир – Индипе Шри-Ланка, турмалин – Раççейпе Бразили, аквамарин – Бразили çӗршывӗсемпе çыхăннине асăрхарăмăр. Çак шухӑша тӗпе хутăмăр та. Тата кашни конкурсанткăн чӑннипех «хӑйӗн» чулӗ пуррине асӑрхарӑмӑр. Çапла питӗ илемлӗ метафора пулса тухрӗ», – терӗ журналистсемпе тӗлпулура Евгения Беспалая. Ювелир рольне Раççейӗн паллă актерӗ Андрей Страхов питӗ ăста калăпларӗ.

Церемоние паллă телеертӳçӗ, юрăç, шоумен, театр актерӗ Вячеслав Макаров ертсе пычӗ.
Хӗрарăм – хăй пӗр тӗнче
Театрализациленӗ постановкăна паллă юрăçсем, кинопа театр артисчӗсем, музыкçăсем, культурăпа искусство ӗçченӗсем – Динара Саляхова, Zivert, MONA, Юлия Пересильд, Анна Пересильд, Андрей Мерзликин, Евгений Стычкин, Даниил Воробьёв, Анна Сигалова, Эльмира Калимуллина, Ксения Безуглова, Григорий Перадзе, Ана Туразашвили хутшăнчӗç. Чуна тивмелле сăмахсем каларӗç вӗсем.
Уйрăммăн Ксения Безуглова çинче чарăнас килет. Ун историйӗ нумайăшӗшӗн вăй-хал паттăрлăхӗн тӗслӗхӗ пулса тăрать. Ксения Безуглова 25-ре чухне аварие лексе, çурăм шăммин сыпписем ваннипе урасăрланса инвалид пулса юлать. Çакăн чухне вăл йывăр çын пулнă, варти пепке пурӗ те виçӗ уйăхра. Тухтăрсем ăна операци тăвиччен ачана пăрахма сӗнеççӗ. Наркоз, йывăр операци хыççăн ачан сывă юлма шанăçӗ пулман. Анчах Ксения ачине упраса хăварас тӗллевпе операцисене наркозсăр чăтса ирттерме йышăнать. Пӗр Турă пӗлет мӗн витӗр тухма тивет ăна. Виçӗ операци чăтса ирттерет çапла чӗррӗн. «Эпӗ чип-чипер сывлăхлă хӗрача çуратрăм. Паян вăл 17-ре, мана савăнтарать. Каярах тата икӗ ача амăшӗ пултăм. Енчен те эпӗ хам çине алă сулнă, шелленӗ пулсан паян çак çитӗнӳсене тăваймăттăм. Юрату, шăпах вăл мана вăй пачӗ. Ыратупа инкек витӗр тухса хам çула пуçларăм. Коляскăна лариччен эп хама килӗшместӗм, ларсан хама йышăнтăм. Каярах коляскăллă инвалидсем хушшинче «Мисс мира» пултăм (2013 ç.). Георгийпе (мăшăрӗ актер Г.Перадзе) пирӗн пурнăçа хăш-пӗри юмах тейӗ. Анчах ку апла мар. Ку вăл – кулленхи ӗç, пӗр-пӗрне хисеплени, йышăнни, юратни», – терӗ «Мисс мира» титул хуçи.
Чӗрене хумхантаракан самантсен шутӗнче Юлия Перисильд монологӗ пулчӗ. Церемоние килеймесен те чунри сăмахсене видео çыртарса ярса панă. «Уçлăх хӗрарăм валли мар теççӗ. Паллах, эпир Сергей Корлева хирӗçлеме пултараймастпăр. Анчах хӗрарăм уçлăхра чăн сăнне йышăнать: черчен, çăмăл, хитре вăл», – юхрӗç сăмахсем. Уçлăха вӗçнӗскер ку мӗнлерех теветкеллӗ пулнине ăнланнă вăл, çав шутра таврăнма пултараймассине те. Çавăнпа ачисене çыру хăварнă. Шăп çав çырăва хӗрӗ Анна Перисильд вуласа пачӗ. Вӗрентсе калани мар унта, вӗçӗмсӗр юратни, телей пиллени, шухăшсемпе таса та ирӗклӗ пулма сунни. Режиссер ахальтен мар сценарие çапла калăпланă, хăй умне вăл хӗрарăмăн сăнарне пур енлӗ, туллин уçма, этемлӗх историйӗпе цивилизацисен аталанăвӗнчи витӗмӗпе пӗлтерӗшне кăтартма задача лартнă.
Церемонин кульминацийӗ – конкурсанткăсем сцена çине тухни пулчӗ. Тум дизайнерӗ Алена Ахмадуллина кашни çӗршыв хăйевӗрлӗхне, стильне тӗпе хурса пӗчӗк хӗртен пуçласа хӗрарăм сăнарӗ таранччен шута илсе кашнин валли уйрăм тум хатӗрленӗ. Кӗпесене ку е вăл хаклă чулпа килӗштерсе пӗр тӗслӗ тунă.
Виçӗ корона
Кашни номинацире пӗр çӗнтерӳçӗне палăртнине каласа хăвармалла. Конкурс партнерӗ CHAMOVSKIKH ювелир çурчӗ виçӗ корона хатӗрленӗ. Дизайнерсем хавхаланăва илем турри Августăра тупнă. Номинацисене кура «Великая», «Восходящая», «Цветущая» ятсем панă. Пурин каркасне те шурă ылтăнран алă вӗççӗн шăратса тунă, çӗршер хаклă йышши чулпа, ахах-мерченпе капăрлатнă. Сăмахран, «Миссис Брикс» валли ăсталанă «Великая» коронăра хаклă йышши чулсен шучӗ 1058 штук, бриллиантсем кăна 103 штук. Пуринчен пахи – вӗсенче Раççей культурин пуянлăхӗпе тӗрлӗлӗхне тӗпе хуни. Тӗрлӗ çӗршывсенче кăларакан чулсене пӗр капăрлăха пуçтарса вӗсем БРИКС çӗршывӗсен çирӗп туслăхне палăртма тӗллев лартнă.

Конкурсанткăсем патне таврăнас пулсан вӗсем ытарайми хитре. Çӗнтерӳçӗне суйлама çăмăл пулмӗ. Вӗсем куç формипе, ӳт тӗсӗпе самай улшăнса тăнипе пушшех те. Пӗр евӗрлӗрех пулсан задача çăмăлрах тен пулатчӗ? Çавăнпа жюрие ăмсанмалли çук. Вӗсен йышӗнче – визажист Елена Крыгина, паллă стилист Влад Лисовец, оратор ӑсталӑхӗн педагогӗ Лина Арифуллина, актер тата продюсер Игорь Жижикин, хореограф Никита Мусатов, модель Виктория Лопырева, паллă телеертӳçӗ, юрăç Марк Тишман, Раççей бодибилдинг федерацийӗн президенчӗ Александр Вишневский, психолог Татьяна Другова тата ыттисем.

Эрне тăршшӗпе конкурсанткăсене вӗсем тӗрлӗ лару-тăрура хăйсене мӗнле тыткаланине, çынсемпе мӗнле пулнине сăнаса, кăмăл-сипет енчен хакласа пӗтӗмлетӳсем тăвӗç. Çӗнтерӳçӗне ыран, мартăн 7-мӗшӗнче Казань Экспора палăртӗç.
Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет. Мартăн 3-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнчи Йышăну вырăнӗсен залӗнче иртнӗ пресс-конференцире спикерсем пурте Хусанта конкурса ирттерме питӗ çӳллӗ шайра хатӗрленнине палăртрӗç. «Кун пеккине Европăра та, Америкăра та, ниçта та курман. Тӗрӗсне калатăп. Хусан планкăна çав тери çӳле çӗклерӗ. Кун хыççăн пӗлместӗп ӗнтӗ, малашне пирӗн мӗнлерех ӗçлемелле çак шая çитес тесен», – терӗ Казахстанри илем конкурсӗн представителӗ. Унпа пурте килӗшрӗç.
Пресс-конференцие çав кун ««Miss, Mrs, Littl Miss BRIKS-2026» илем конкурсӗн вице-президенчӗ Анна Вавилова, паллă стилист, телеертӳçӗ Влад Лисовец, юрăç тата композитор Марк Тишман, CHAMOVSKIKH ювелир çурчӗн вице-президенчӗ Юрий Толмачев хутшăнчӗç.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗксем https://miss-brics.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев