Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республикӑри вожатӑйсен шкулӗ уçăлнă

Хусанта республикӑри вожатӑйсен шкулӗ ӗçлеме пуçланă, унта вӗренме 700 ытла заявка килнӗ. «Урам» экстрим-паркра иртнӗ торжествăлла церемоние 150 яхӑн çын хутшӑннă, онлайн мелпе пăхакансем те пулнă. Вӗренӳ проектне ТР Çамрӑксен ӗçӗсен министерстви пулӑшнипе «Лето» республика центрӗ тата «Движение Первых» юхăмăн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.

Пулас вожатӑйсене ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров саламланă. Вӑл ача-пӑча лагерӗсем валли персонал хатӗрлес ӗçре системӑллӑ майпа усӑ курнин пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

«Республикӑри вожатӑйсен шкулне уçни  – ачасемпе çамрӑксен канӑвне тата сывлӑхне çирӗплетессине йӗркелес тытӑма аталантарас ӗçре пысӑк утӑм,  – палӑртнă Азат Кадыров. – Вӗрентӳ программинче эпир теорипе нормативлӑ пӗлӗве, вӗрентӳпе идеологи принципӗсене, çавӑн пекех педагогикӑпа психологи аспектӗсене пӗрлештертӗмӗр. Практика пайӗнче пулас вожатӑйсем лагерь инфраструктурипе, программӑсен спецификипе тата уйрӑмлӑхӗсемпе паллашӗç, вӗренсе пӗтерсен тӳрех ӗçе пуçӑнма пултарӗç».

Кун пек шкулсене йӗркелени сывлӑха çирӗплетес тата канас сферӑна çӗнӗ квалификациллӗ специалистсене явӑçтарма, çамрӑксене ӗçе вырнаçма пулӑшать. Ку «Çамрӑксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑрать.

Республикӑри вожатӑйсен шкулӗнче вӗренме 700 ытла заявка килнӗ, ытларах Тутарстанра пурӑнакансенчен. Каласа хăвармалла,  Раççейӗн ытти регионӗсен представителӗсем те хутшăнма кăмăл тунă вӗрентӗве.  Итлекенсен ӳсӗмӗ  анлӑ –18 çултан пуçласа 55 çулччен.

Икӗ уйӑх хушшинче курса хутшăнакансем  теорипе паллашӗç тата ачасемпе ӗçлемелли практика пӗлӗвӗсене лайăхлатӗç. Курс вӗçленсен вӗренсе тухакансем патшалӑх сертификатне илме тивӗçӗç, Тутарстанри ача-пӑча лагерӗсенче ӗç тупма пултарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь минмолодежи нац проект