Сувар

г. Казань

16+
Финанс пӗлӳлӗхӗ

Финанс пӗлӳлӗхне шкул ачисем апрелӗн 2-мӗшӗччен тӗрӗслеме пултараççӗ

Пӗтӗм Раççейри финанс пӗлӗвӗпе тата предпринимательствăпа онлайн-олимпиада март уйăхӗн 3-мӗшӗнче пуçласа апрель уйăхӗн 2-мӗшӗччен иртет. Кăçал унта шкул ачисем кăна мар, 5 çултан пуçласа 7 çулчченхи шăпăрлансене те хутшăнма пултараççӗ.

Хутшăнакансем нейросетьсемпе усă курса бизнес-плансем хатӗрлеме, усăллă канашсене искусствăлла интеллект йăнăшӗсенчен уйăрма, походсем умӗн рыцарьсене, лашасене тата керменсене страхлама, çавăн пекех ултавçăсен схемисене уйăрса илме вӗренеççӗ. Олимпиада пӗтӗмлетӗвӗ тăрăх ачасем сертификат, хисеп хучӗ е диплом илӗç, вӗсен вӗрентекенӗсене тав çырăвӗсем парса хавхалантарӗç.

Мероприятие «Эффективная и конкурентная экономика» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Раççей Банкӗ, ««Национальные приоритеты» АНО, Раççей Финанс Министерстви, Раççей Экономика аталанăвӗн министерстви тата Учи.ру платформа йӗркелет.

2025 çулта олимпиадăна Раççейӗпе 2,4 миллион шкул ачи хутшăннă, вӗсенчен 62 пин ытла ача – Тутарстанран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование финансовая граммотность